Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рольне (тĕпĕ: роль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Агроном рольне романта темшӗн Никодим Иванч пек «пиҫсе ҫитмен пашалуна» панӑ.

Образ агронома в романе почему-то был передан «незрелому человеку», каким выглядит Никодим Иванч.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Юра яланах старик рольне выляма юрататчӗ.

Юра всегда любил играть роль стариков.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Сумлӑ поэтӑмӑрӑн рольне мана шанасси пуҫра та пулманччӗ.

И в голове не было, что мне доверят роль знаменитого поэта.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

АНАТ КАМӐРИ мӗнпур шкулти Ашшӗсен канашӗ ҫак кунсенче форум ирттерсе хальхи ҫемьен модельне, ачасене воспитани панӑ ҫӗрте ашшӗсен рольне сӳтсе явнӑ, ҫамрӑкпа аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑнӑвӗ ҫинчен лекци итленӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

— Кени рольне шансан малтанах хӑраса ӳкрӗм.

— Когда мне продолжили роль Кении, я сперва испугался.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Пӗррехинче Валерий Яковлев режиссер «Моцарт и Сальери» спектакльте Моцарт рольне шанчӗ.

— Однажды режиссер Валерий Яковлев доверил роль Моцарта в спектакле "Моцарт и Сальери".

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Салтак шинельне хывса театра таврӑнсан Валерий Яковлев режиссер «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакльте мӑнук рольне шанчӗ.

Когда снял солдатскую шинель и вернулся в театр, режиссер Валерий Яковлев доверил мне роль внука в спектакле "Тётушка Праски женит внука".

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Унччен ҫамрӑк студент рольне ҫулланнӑ артистсем вылянӑ.

До этого роль молодого студента исполняли артисты в возрасте.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Амаҫын рольне выляма питӗ килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Унпа драма коллективӗсен районти «Мухтав ахрӑмӗ» фестивалӗнче «Чи лайӑх режиссура» тата «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацисенче ҫӗнтертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Тахҫан «Ревизорти» Хлестаков рольне калӑплас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— «Шухӑ вырӑнта» /А.Островский/ спектакльте Миловидов улпут рольне вылятӑп.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята виҫӗ хутчен ҫӗнсе илтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сергей Герасимов Арбенин рольне Мордвинова тӳрех парасшӑн пулман.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗрремӗш хут Н.Мордвинов 1935 ҫулта Е.Шнейдерпа М.Гольдблатӑн «Последний табор» драминче Юдко чикан рольне вылянӑ.

Первый раз Н.Мордвинов в 1935 году сыграл роль цыгана Юдко в драме Е.Шнейдера и М.Гольдблата «Последний табор».

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗр вӑхӑт кил хуҫи рольне виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ курсра ӑс пухнӑ: актер ӑсталӑхӗ, диджей.

Одно время попробовала себя в роли домохозяйки потом набиралась знаний на разных курсах: актерское мастерство, диджей.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех