Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑпа (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ара, тен, хӑй патне хӑнана та чӗнес тейӗ, аван мар вӗт-ха капла пуш алӑпа

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кукленсе-пӗшкӗнсе лартӑм та сылтӑм алӑпа, такама ҫурӑмӗнчен ачашланӑ пек туса, васкамасӑр выляткаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ирхине, сарайри кашта ҫинче Петюк ятлӑ ирхи шурӑмпуҫ кайӑкӗ шарлаттарса янипе мӑштӑр вӑранса кайсан, Павӑл тенкел ҫинче хут татки выртнине асӑрхарӗ, ун ҫине тем паллӑ алӑпа — Лена аллипе кукӑртса, «хуҫкаласа» шӑрҫалани те тӳрех паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Хӑв куран, Ревлен Петрович, текех ӗҫе юрӑхлӑ ҫын пулас ҫук ӗнтӗ манран, сылтӑм алӑпа сылтӑм ура тапранмаҫҫӗ, ну, халӗ ӗнтӗ пурпӗрех.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пирӗн алӑпа

Нашими руками…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пирӗн алӑпа ҫынсене вӗлерме!..

— Убивать нашими руками!..

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Трансмиссиллӗ чӗн пулӑшнипе вентилятора токарьсен мастерскойӗпе ҫыхӑнтарасчӗ, — час-часах сӑмахларӗ вӑл йӳҫҫӗн кулкаласа, — вара вӗркӗчсене алӑпа ӗҫлеттерсе асапланмалла пулмастчӗ.

«Вот бы соединить вентилятор посредством трансмиссионного ремня с токарной, — говаривал он со своей горькой улыбкой, — и не нужно было бы тогда мучиться, вручную раздувая мехи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпир мастерскойра алӑпа пӑралакан пӑран вӑйӗ пурӗ те пӗр лаша вӑйӗ чухлӗ ҫеҫ! — сасартӑк персе ярать вӗренекенсенчен пӗри, Урсэкие пек хӑюллӑраххи.

— А наш ручной бурав работает в одну лошадиную силу! — бросал вдруг кто-нибудь из учеников вроде Урсэкие.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Какая вилкӑпа ҫи, шӑммине алӑпа тытса кӑшла.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

А пуян Ваҫинкка пурне те парать, никама та пуш алӑпа ямасть, кайран вара, кӗркунне, пӗр пӑтшӑн пӑт ҫурӑ сӑтӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав алӑпа вӑл тӗнчере халиччен никам курман япала — йывӑҫран каскаласа пичетлемелли машинка тунӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫав алӑпа вӑл тырӑ вырма та, утӑ ҫулма та, картинӑсем ӳкерме те, каскалама та, сӗрме купӑс калама та пултарать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫыннӑнне вӑрламан, мӗн пуррине йӑлтах хам алӑпа, хам тарпа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халӗ ӗнтӗ хӑрах алӑпа таврӑннӑ салтак пек юлатӑн вӗ-ӗт.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Паллах, ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ юра алӑпа тасатас пулсан…

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӗсем алӑпа лартса ҫитӗнтернӗ вӑрман лаптӑкӗсенче, хӑйсем валли утӑ хатӗрленине аса илсен, чун хурланать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унтан алӑпа лартса ҫитӗнтернӗ хырлӑха кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алӑпа алтсах, — терӗ Тимофей Михайлович.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алӑпа лартнӑ ҫамрӑк юмансене, каврӑҫ, хыр тата ытти вӑрмансене курӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кун хыҫҫӑн пушӑ алӑпа тухса кайнисем те сахал пулман.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех