Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кабинӑн сылтӑм енчи алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те, ҫӗре кӗске аркӑллӑ сенкер кӗпе тӑхӑннӑ йӑрӑс пӳ-силлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнерех пӑхса илнӗ ашшӗпе ывӑлӗ сӑмах хушма та ӗлкӗреймерӗҫ — кабина алӑкӗ яри уҫӑлчӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Пӳрт алӑкӗ яриех уҫӑлса кайрӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Яланхи пекех пӳрт алӑкӗ хупӑ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапла шухӑшларӗ те карчӑк хыҫалти алӑкӗ патне пырса, ӑна хуллен кӗлерен вӗҫертсе, яриех уҫрӗ, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мунча алӑкӗ уҫах.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫакӑнпа усӑ курса, Укаслу ӑна хӑй ҫинчен сирсе ывӑтрӗ те, сиксе тӑрса, кӗлет алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ, ҫак ҫурт алӑкӗ уҫӑлчӗ те вӑтам пӳллӗ хӗр вутӑ йӑтса шалалла кӗчӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӑван ен историйӗпе паллашас текенсем валли «Ҫӗр тата ҫынсем» музей алӑкӗ уҫӑ, кунтах хамӑрӑн пултаруллӑ ентешсен ӗҫӗсен выставкисемпе те час-часах паллашма пулать.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Пысӑк алӑкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе пӗр сӑмах кӑна ҫырса хунӑ: «Институт».
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.
Рай пахчи алӑкӗ умӗнче сӑмала хуранӗсем вӗреҫҫӗ.
Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.
Урам алӑкӗ умне тӑратнӑ та хӗрлӗ машинне ҫухӑртаҫҫӗ те ҫухӑртаҫҫӗ.
Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.
Павӑл тӗпсакай алӑкӗ еннелле пӑхнӑччӗ кӑна, каллех пуҫларӗ:
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Пӗр стенинче — пӗчӗк ҫеҫ чӳрече, алӑкӗ те ҫав стенарах.
Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпир, килти ҫынсем, пурте ӑҫта та пулин каяс е кӳрӗш-арӑша каҫас пулсан, Катя пире килхушши алӑкӗ умӗнче куҫ хупмасӑр тенӗ пек кӗтсе ларатчӗ, эпир таврӑнсан, хӑй савӑннине палӑртса, ҫемҫен мяуклатчӗ, хирӗҫ чупса пырса, ура ҫумне пуҫӗпе те, хӳрипе те шӑлӑнкаласа, мӑррк! мӑррк! мӑррк! мӑрклататчӗ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Авӑ лавкка алӑкӗ умӗнчех пуҫӗсене усса, Якурпа Петӗр (сӑмсисем иккӗшӗн те хӗп-хӗрлӗ, каснӑ-лартнӑ Олег Попов клоунӑнни пек), иккӗшӗ те пуртӑ ӗҫӗ маҫтӑрӗсем, яштамскерсем, илтӗни-илтӗнми ваклашкаласа, темле йывӑр ыйтупа шухӑш сӳткелесе тӑраҫҫӗ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Эпӗ ун сӑмахне итлесе ҫунатланасшӑн троллейбусран тухас тесе ларкӑч ҫинчен сиксе тӑтӑм та салон алӑкӗ патнелле вирхӗнтӗм, анчах, шел, тухса ӗлкӗреймерӗм -алӑкӗсем шалтӑрт! хупӑнчӗҫ те «хурҫӑ ӑйӑр» малалла ӗрӗхтерчӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ҫак вӑхӑтра анкарти алӑкӗ кӑррик! сас кӑларса илчӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ак ӗнтӗ эпир, ҫиекен навус кӑмпи шӑршиллӗ чӑнкӑ, шӑвӑнчӑклӑ картлашкапа каптӑртаттарса улӑхса, Тимӗр Кӗркурин хваттерӗн шултӑрканӑ йывӑҫ алӑкӗ умне ҫитсе тӑтӑмӑр.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.