Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑка (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑка яри уҫса картише кӗме васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Унтрей хӑй сӑмахне каласа пӗтереймен, ун пуҫӗ ҫуммипе мӑн пуленкке вӑркӑнса иртсе алӑка пырса ҫапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Хӗрача картлашка ҫинчен чупса анчӗ те урамран килкартине кӗресшӗн нӑйкӑшса алӑка тӗрткелекен сысна ҫурине уҫса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл ҫӳллӗ картлашкапа хӑпарчӗ те пӑлтӑра выльӑх-качка кӗрсе каясран алӑка хӑяккӑн хунӑ пӗчӗк сак урлӑ каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…Саня вӗрлӗк алӑка хурлӑн кӑшкӑртса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Хуллентерех хупма юрамасть-и алӑка?

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӳрӗрен, Шӑхасан урлӑ каятпӑр, — алӑка уҫма тӑнӑ Александр Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Вӗсем ура ҫине тӑрсан, эпир пур алӑка та уҫса хутӑмӑр, вӗсем умӗн утса пытӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Алӑка хупсан, кашни чӳлмекӗ хӑй сассипе янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

…Пахчана пырса кӗрсен, Аннушкин чи малтанах дача чӳречи ванчӑккине асӑрхарӗ, ним те ӑнланмасӑр пуҫне пӑркаласа алӑка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл алӑка питӗрчӗ те, пахча варринелле кӗрсе, курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йывӑҫ курать-и, мӗн-ха ку тенӗн, ӑна сӑмсипе тӗксе, шӑршлакаласа пӑхать; ҫил варкӑшса иртет-и, мӗн сӗртӗнчӗ-ха мана тенӗн, сывлӑш юхӑмне хирӗҫ тӑрать те, курӑнман ҫиле шыраса, унталла-кунталла ҫаврӑнкалать; уҫӑ алӑка асӑрхать — пырса пӑхать те шала кӗмест: тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Верук вут ӑшӗнчи пек авкаланчӗ, утиялне сире-сире ывӑтрӗ, чӳречене, унтан алӑка уҫса пӑрахма хушрӗ, темиҫе хут алкумне тухса кайма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Шоферӗ, лутрарах йӗкӗт, машинӑран тухса, хыҫалти алӑка яриех уҫса ячӗ, хӗрпе амӑшне ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Думитру Георгиевич! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл алӑка уҫнӑ-уҫман.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюк сиксе тӑчӗ те алӑка уҫрӗ, вара сӑмавар йӑтнӑ Еньков курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл малтан алӑка уҫса, унтан чӳречерен пуҫне кӑларса Елюка чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ун патӗнчен таврӑнатӑп ҫеҫ, иккӗмӗшӗ алӑка шаккать:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Крыльца умне ҫитсен, сулахайри алӑка уҫрӗ, унта кӗрсе, пӑрӑхне пӳрт ҫумне пӑрахрӗ, сумкине пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе (ывӑнни ик-виҫ минутрах иртсе кайрӗ хайхискерӗн — кур-ха ӑна!), алӑка карта ҫумӗнчи хӑма-пӗрене купи ҫине хучӗ (эпӗ те пулӑшрӑм).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех