Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йӑмӑкӗ (тĕпĕ: йӑмӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарӑхнӑ чухне аппӑшӗ ҫине куҫ айӗн пӑхатчӗ йӑмӑкӗ, тутине чӑпӑрт ҫыртатчӗ.

Гневаясь, сестра исподлобья смотрела на сестру, покусывала губы.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӑй тӗллӗнрех ӳсрӗ ҫав йӑмӑкӗ.

Сестренка выросла слишком свободной.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кирек мӗнле ӗҫе те йӑмӑкӗ хӑвӑрт вӗренетчӗ, анчах кахалӗ тепӗр чухне ҫиеле тухатчӗ.

Любой навык сестренка выучивала быстро, но лень иногда выходила наружу.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Йӑмӑкӗ ун ҫинчен пачах манни чӗрене ыраттарать.

То, что сестренка забыла о ней, угнетает ее сердце.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Рита амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, йӑмӑкӗ пирки кӗҫех ырӑ хыпар ҫитмелле.

Как уверяла мать Риты, вскоре о сестренке прибудут радостные вести.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Йӑмӑкӗ пирки ялта ырӑ мар калаҫнине илтнӗ-ха вӑл.

Он слышал разные сплетни, что рассказывали о ее сестренке в деревне.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Аня йӑмӑкӗ киле таврӑннӑ пулӗ тесе хыпаланса пӳрте чупса кӗчӗ.

Аня торопливо вбежала в дом, надеясь, что сестренка вернулась домой.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Йӑмӑкӗ утмӑлтурат чечекӗсене килӗштеретчӗ.

Сестренке нравились васильки.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Йӑмӑкӗ ҫапла хӑтланнишӗн вӑтанса ҫул ҫинче зоотехникпа та сӑмах хушмарӗ.

Стесняясь такого поведения сестренки она даже не разговаривала с зоотехником.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Уроксем пӗтнӗ пулин те пӳлӗмне таврӑнмарӗ йӑмӑкӗ.

Хотя уроки и закончились, сестренка в свою комнату не вернулась.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Йӑмӑкӗ пирки шухӑша путнӑран ун сӑмахӗсем хӗр хӑлхине кӗмерӗҫ те.

Из-за беспокойства о сестренке, его слова не долетали до ее слуха.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Экзаменсем вӑхӑтӗнче ирӗке юлнӑран пӑсӑлать тесе шутларӗ аппӑшӗ йӑмӑкӗ пирки.

Сестра подумала, что во время экзаменов сестренка испортится из-за вольности.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анчах йӑмӑкӗ пирки хурланни пур хуйха та путарчӗ.

Но беспокойство о сестренке помогло забыть обо всех горестях.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Эс ҫеҫ мана ҫӳреме чаран! — киле илсе килнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулчӗ йӑмӑкӗ.

— Только ты мне запрещаешь гулять! — обиделась сестренка когда ее привели домой.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Юлашки вӑхӑтра ир пуҫласа каҫченех урамра чупать йӑмӑкӗ.

В последнее время с утра до вечера играет на улице сестра.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Урамра кунӗпе чупса ывӑннӑ йӑмӑкӗ мӑйран ыталаса илчӗ те лӑпкӑн мӑшлатса ҫывӑрса кайрӗ.

Сестра, уставшая целый день гулять по улице, обняла за шею и уснула спокойно сопя.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вырт-ха пӗрле, эп ниепле те ҫывӑрса каяймастӑп, — ыйхӑллӑ куҫӗсене йӑваласа аппӑшне пырса ыталарӗ йӑмӑкӗ.

Ляг рядом, я никак не могу заснуть, — обняла сестру, теребя сонные глаза ее сестренка.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӗр каҫхине вара вӑл йӑмӑкӗ силленипе вӑранса кайрӗ.

А однажды вечером она проснулась от того, что ее трясла сестренка.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анчах шкулта вӗренекен йӑмӑкӗ пур.

Но есть сестренка, которая учится в школе.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӑвӑртрах йӑмӑкӗ патне васкарӗ.

Поспешила быстрее к сестренке.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех