Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑлта ҫиппи, вӑрӑммӑн чашлатса, шыва ҫурса тухрӗ, ун хыҫҫӑн чалӑш та симӗсрех паяркаллӑ шыв туртӑнса юлчӗ.Леса, пронзительно брунжа, зачертила воду, за ней косым зеленоватым полотном вставала вода.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хумханнӑн кулкаласа, Григорий вӑлта аврине ҫӗнӗ ҫип ҫыхрӗ, шыва пӑрахрӗ.Взволнованно посмеиваясь, Григорий навязал новую лесу, закинул.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ну-и шыв вӑкӑрӗ! — темиҫе хутчен те пӑшӑлтатса илчӗ Пантелей Прокофьевич, шӳтернӗ пӗрчӗне аллинчи вӑлта йӗппи ҫине ниепле те лектереймесӗр.— Ну и бугай! — пришептывал Пантелей Прокофьевич, не попадая жалом крючка в насадку.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий вӑлта аврине пӗтем вӑйӗпе ҫӗклеме пӑхрӗ, анчах ҫӗклеймерӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫирӗп ҫӳҫерен (хӗрлӗ-кӑчкӑ йывӑҫӗнчен) тунӑ вӑлта аврине ҫав тери пысӑк вӑй, шӑлтӑрмапа ҫавӑрса туртнӑ пек, аялалла туртма пуҫларӗ.Словно воротом, огромная сила тянула вниз тугое красноталовое удилище.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Туртса кӑлар! — сывласа ячӗ старик, Григорий, вӗткеленсе ӳксе, вӑлта аврине хӑй патнелле туртрӗ, анчах та унӑн вӗҫӗ шыва чӑрласа путрӗ, алӑпа тытнӑ вырӑнтан кӑшӑл пек авӑнса кайрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ывӑҫпала шыв ӑсса илме пӗшкӗннӗччӗ ҫеҫ, ҫав вӑхӑтра вӑлта аври, шывран ҫур аршӑн ҫӳлелле тухса тӑраканскер, вӑраххӑн сулланса илчӗ, ерипен аялалла шуса анса кайрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Сисетӗп, вак-тӗвек пулӑсем вӑлта ҫиппи урлӑ каҫа-каҫа каяҫҫӗ, — сывласа илчӗ Григорий.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий вӑлта хуллине урипе пусса хӗстернӗ те, хускалас мар тесе, асӑрханса, аллине табак енчӗкӗ патне чиксе ячӗ.Григорий ногой придавил конец удилища, полез, стараясь не шелохнуться, за кисетом.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий вӑлта ҫине кӳпченӗ тырӑ пӗрчисем тирчӗ, кулса илчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пуҫтарӑнса тӑнӑ ушкӑн ерипенех хӗрсе пырать, выляма пикенчӗҫ, анчах никам пулӑшмасӑр «хупӑлла» вылясси вӑл хыпман пулла вӑлта ярса ларнӑ пек ҫеҫ-ҫке-ха.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Цирк таврашне эпӗ, унта ют кӗсьесене вӑлта ярса пӑхса, кӑшт-кашт вак укҫасем ҫаклатмасӑр нихҫан та ахаль ирттерместӗп.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Аптранипе Володя ҫӗлен пек авкаланчӑк, каснӑ-лартнӑ вӑлта майлӑ хӑй палламан саспалли ҫине пӑхать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗрӗн ӳт-пӗвӗ вӑлта хулли пек ирӗккӗн те хитре авкаланать; хӗр кӗрен кӗпе вӗҫҫӗн кӑна; кӗпи кӑкӑрӗ ҫинче тата йӑрӑс пӗҫҫисене ҫыпӑҫса тӑп тытса тӑрать; пӗвӗ тӳрленсе тӑрсанах, вара тачӑ лексе тӑракан кӗпи айӗнче сывланӑ май, хӑпарса тӑракан кӑкӑрӗ уҫҫӑн те илемлӗн, хӗрлӗ чувекки тӑхӑнтарнӑ тӑп-тӑп кӑна пӗчӗк ури формине улӑштармасӑрах ҫӗр ҫине пыра-пыра пусать; ҫаннисене тавӑрса лартнӑ вӑйлӑ аллисем, мускулӗсене хытарса, ҫиленнӗ тейӗн ҫав, кӗреҫепе сулкалашаҫҫӗ; тарӑн та хура куҫӗсем хушӑран Оленин ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпӗ сире хамӑн пӗрремӗш повеҫе каласа кӑтартатӑп, авторӑн илемле ҫырма талант пур-и е ҫук-и, эсир ӑна пӗлместӗр-ха (сирӗн шутпа, илемлӗ ҫырма пултаракан писательсем ҫав тери нумай-ҫке!), ман ят сире илӗртес ҫукчӗ, ҫавӑнпа манӑн тӗлӗнтерекен япала ҫакнӑ вӑлта пӑрахмалла пулчӗ.
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑлта йӗппине атте касса кӑларчӗ-ха, анчах кайран хама ӑнран кайичченех ӑшалантарчӗ.Отец крючок-то вырезал, а потом меня же и высек до потери сознательности.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ, паллах ӗнтӗ, ытла та хытӑ ыратнӑран, шывра урасемпе тапкаланатӑп, вӑлта хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе пыратӑп, ҫав хушӑрах мучи шыва ман ая ӑскӑчӑ чиксе янине те туятӑп…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑлта ҫиппине путаркӑчсӑрах шыв ҫийӗн яратӑн-тӑк, партас пулӑ кӗркелет, вӑл та пулин сайра лекет.Пущаем леску без грузила поверх воды на бабочку, идет голавль, да и то редко.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Гайкӑсенчен вӑлта путармалли тӑватпӑр эпир, путаркӑчсем.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Санька вӑлта аври пек патак касса унӑн вӗҫне каса-каса ҫурчӗ.Санька срезал длинную, как удочка, палку и расщепил ее на конце.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951