Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каравана кирлӗ йывӑр япаласене тыткӑнрисем хӑйсем-хӗрарӑмсемпе арҫынсем — йӑтса пынӑ пулсан та, чура сутуҫисем ҫапах япала йӑтма айккинчен те тара тытнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Нимӗнле ҫапӑҫу та пулмарӗ, пулеметсемпе тупӑсем те пемерӗҫ, оборона валли юрӑхлӑ сӑрт тӳписем ҫинче малтан хатӗрлесе хунӑ окопсене те никам та йышӑнмарӗ: фашистсен ҫарӗсем шалалла айккинчен пӑрӑнса иртсе кайрӗҫ, чугун ҫула пӳлсе хучӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Мазин, ачасене тӗрткелесе, айккинчен пычӗ те вӑтанса тӑмасӑрах хӑй паллакан хаваслӑ, ҫутӑ куҫлӑ ватӑ ҫынна питӗнчен сӑнаса пӑхрӗ.
55 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӑй вара малтанхи пекех именчӗклӗ Тоньӑна, шӳтленҫи туса, айккинчен тӗрткелесе илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Володя Малышев та айккинчен пӑхса тӑрас ҫукчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Айккинчен, ун сарлака ҫаннинчен, вӗҫӗ-хӗррисӗр ылтӑн тӗслӗ шултра тырӑ юхса пырать.Сбоку, из его широкого рукава, золотым потоком сыпалось крупное зерно.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Таҫтан айккинчен, хыттӑн параппан ҫапса, колхоз пионерӗсен отрячӗ сиксе тухрӗ.Откуда-то сбоку с громким барабанным боем неожиданно двинулся к ним отряд колхозных пионеров.
1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл пирӗн паталла чалӑшрах тӑрать, ҫавӑнпа эпир ӑна е айккинчен, е тӑрӑхла куратпӑр…Она косо наклонена к нам, так что мы видим ее отчасти с ребра, отчасти с плоскости…
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Хуҫкаланса, тӗрлӗ сӑлтавсем тупса парнене чылайччен илмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, ӑна йышӑнакан ҫын айккинчен пӑхма пит кулӑшла курӑнать.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл чулсем ҫийӗн юхать е вӗсен урлӑ сиксе каҫать, е айккинчен ҫаврӑнса иртет, тепӗр чух чул хушшипе шыв мар, чулсем хӑйсем кансӗрлекен шыва тавралла сирпӗтсе аялалла сикнӗ пек туйӑнать.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Хӑйне тытмалли йӗркесене ҫын педантла ҫирӗп тытса пыни айккинчен пӑхма кулӑшла.Педантичное соблюдение правил поведения со стороны иногда выглядит смешно.
Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Утнӑ е тӑнӑ чух хулпуҫҫисене хутлатни те айккинчен илемсӗр курӑнать.Некрасиво выглядит (при ходьбе или стоянии) голова, втянутая в плечи.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫамрӑк, хӑйсен ҫулӗсенчен аслӑрах курӑнасшӑн тӑрӑшакан хӗрсем, ҫавӑн пекех ҫамрӑкланма тӑрӑшакан хӗрарӑмсем вӑльтти-вальтти уткалани, ҫӑмӑлттайла та нумай кулни, хӗрсем пек айваннӑн курӑнасшӑн юри хӑтланни айккинчен путишле, кулӑшла курӑнать.
Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Анчах Микинь айккинчен ҫеҫ пӑхса тӑрать.
Пӑрлак вӑхӑтӗнче // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 27–29 с.
Гакуаль мӗнпур вӑйран корвета хума хирӗҫле тытса пыма тӑрӑшрӗ, мӗншӗн тесен хумпа ҫил карапа айккинчен пырса ҫапӑнсан, вӑл ҫавӑнтах хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ пулӗччӗ.
VIII. 9-380 // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Люба боеца сылтӑм айккинчен чӑмӑрӗпе тӗртрӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Маринкин тухтӑр айккинчен иртсе каймалли ҫӗрте, хӗрринчи нар ҫинче выртать.Доктор Маринкин лежал на крайних нарах возле бокового прохода.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Сарлака сӑн-питлӗ сержант ӑна каллех пушмакӗпе айккинчен тапрӗ:
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хедер шӑналӑкӗ ҫине кайран та, айккинчен те татти-сыпписӗр ыраш юхать.Сзади и сбоку на полотно хедера непрерывными и тяжелыми волнами текла рожь.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
МТС планӗсем ҫине эпӗ айккинчен пӑхнӑ чухне маншӑн пурте тултарма пултараяс ҫук пек туйӑнчӗ.Пока я смотрел на планы МТС со стороны, все мне казалось невыполнимым.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.