Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑстисем (тĕпĕ: ӑста) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Райцентрти нумай ҫуран ҫын тата Центральная урампа иртен-ҫӳрен водительсем тротуар тӑвакансен ӑстисем ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... te-3884683

Ҫавӑн пекех Анне монуменчӗ умӗнчи лапамра ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула кунӗ иртет // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b5%d1%82/

Мероприятие хутшӑнакан хурт-хӑмӑр ӑстисем ҫак ӗҫсене тӑвасси ҫинчен маларах пӗлтерсе хуманшӑн кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Августӑн 13-мӗшӗнче, шӑпах Пыл сӑпасӗ умӗн, администрацин ларусен залӗнче округри хурт-хӑмӑр ӑстисем пуҫтарӑнса канашланӑ.

Куҫарса пулӑш

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Выльӑх-чӗрлӗх, ал-ӗҫ ӑстисем, пахчаҫимӗҫ ӳстерекенсем, пыл хурчӗ усракансем те чылай.

Куҫарса пулӑш

Кӑнтӑр ҫимӗҫӗсем ҫитӗнтереҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%ba%d3%9 ... %ab%d3%97/

Ҫӗр ӗҫ культурисене туса илессинчи технологие ҫирӗп пӑхӑнса ӗҫлекен «Урожай» ОООри тыр-пул ӑстисем — «АГРОС-530» комбайнсемпе ӗҫлеме ҫирӗплетнӗ Сергей Доброхотовпа Иван Шингалов тата Михаил Петров, водительсем — Юрий Струнковпа Алексей Багадеров ҫанталӑк кӑларса тӑратнӑ умри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, черетлӗ вырмара та хӑйсене шанса панӑ ӗҫ вырӑнӗсенче пысӑк тухӑҫ алла илес шанӑҫпа тимлеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кашни кун хӗрӳ ӗҫре иртет // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Уяв кунӗ тӗп лапамра нумай ал ӑстисем хӑйсен ӗҫне, чӑвашра тымар янӑ нимене кӑтартнипе пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Юрӑ ӑстисем пулмашкӑн Антун йӑхӗ кирлӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Чаплӑ туйра юрлама Юрӑ ӑстисем кирлӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Чыса тивӗҫнисене ҫавӑн пекех Елчӗкри Ҫветтуй Александр Невский ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Александр Сенькин протоиерей, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсем, ачисемпе тӑванӗсем тата сцена ӑстисем саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳре — ҫемье тӑнӑҫлӑхӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... ba%d1%85e/

Ҫак кун ирех кунта суту-илӳ вырӑнӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравӗсене вырнаҫтарчӗҫ, тӗрлӗ енлӗ тематика лапамӗсем, ача-пӑча валли аттракционсем уҫӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале Раҫҫейри 11 регионтан 200 ҫын, «Руҫ ӑстисем» конкурса 15 регионтан 40 ҫын килессине пӗлтернӗ те ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — Республика кунӗ // Валентина ПЕТРОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12057-umra-r ... ublika-kun

Сӑмахран, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, «Руҫ ӑстисем» конкурс, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Эпӗ — хӗрарӑм» республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — Республика кунӗ // Валентина ПЕТРОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12057-umra-r ... ublika-kun

Ун тӗлӗнче нимӗнле алӑк та ҫук, анчах тем тума вырнаҫтарса хӑварнӑ ӑна ҫурт-йӗр ӑстисем.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ташӑ-юрӑ ӑстисем, алла хут купӑс тытакансем сахал мар сирӗн.

Куҫарса пулӑш

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

Волонтер центрӗн ӑстисем хӑйсен пӗлӗвӗпе хӑнӑхусем ҫинчен хаваслансах каласа панӑ, сеткӑсене пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех туса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра волонтер центрӗнчи ҫынсем маскировка сеткисем ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класне ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3778477

Аслӑ уявра Патреккел халӑх хорӗ, Лаш Таяпари «Сударушки», Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил», Кивӗ Эйпеҫри «Хӗлхем», Кӗҫӗн Таяпари «Илем», Аслӑ Пӑла Тимешри «Пӑла» ансамбльсем, Максим Изратов (Кавал), Диана Егорова (Тӑрӑм), Светлана Сорокина (Ҫӗнӗ Пӑва), Тамара Смирнова (Курнавӑш), Сергей Барановпа Кирилл Петров (Елчӗк) юрӑ-сӑвӑ ӑстисем сивӗ ҫанталӑкра куракана ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Унта Чӑваш Енӗн пур кӗтесӗнчи алӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Пирӗн районти ал ӗҫ ӑстисем хӑйсен ӗҫне пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

Халӑх ӑстисем ҫӗнӗ япаласене вырӑнти йӑласене шута хурса ҫӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех