Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиекен (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман патах лӑпӑстатса ларчӗ вӑл, вара кусемпе май килмест капла тенӗн хӑрах ҫунаттине лас сулса апат ҫиекен чӑхсем еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Ҫӑкӑра лашапа пайласа ҫиекен этемми те ӗҫрен хӑракан йышши пулакан марччӗ…

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫуннӑ ҫӑкӑра ҫиекен ача кашкӑртан хӑрамасть, паттӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Крючниксем ҫиекен апат-ҫимӗҫӗ те аптрамалла мар.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата: «Каччӑ хыҫҫӑн чупакан хӗр купӑста пуҫ ҫиекен качака», — темеҫҫӗ-и-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ытти ҫынсем ҫиекен ҫӑкӑрах ҫиет, ытти ҫынсем сывлакан сывлӑшпах сывлать.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пиалана риспа тултараҫҫӗ, унтан пӗрле ҫиекен турилккерен апата пӗртак илсе ҫиеҫ, унтан рис ҫиеҫ.

Куҫарса пулӑш

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

– Эпир ҫиекен пӑрӑҫри пекех.

– Прямо такие же, как в перце, который мы едим.

Пӑрӑҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/593

Хура ҫӑкӑр ҫиекен ҫичӗ ют хурлӑхӗ пулмасть!

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай ӗҫлесе сахал ҫиекен арӑм тупасшӑнччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫурҫӗр ҫитес умӗн апат ҫиекен пӳлӗме чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апат ҫиекен пӳлӗме пухӑнса тӗрлӗ тӗслӗ хутран чечексем, сӑнчӑрсем, енчӗксем хатӗрлет-пӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл эпир ҫиекен апата ҫиес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ӗнтӗ эпир, ҫиекен навус кӑмпи шӑршиллӗ чӑнкӑ, шӑвӑнчӑклӑ картлашкапа каптӑртаттарса улӑхса, Тимӗр Кӗркурин хваттерӗн шултӑрканӑ йывӑҫ алӑкӗ умне ҫитсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Шӑна ҫиекен!

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Урамра вара хурсем шуйхӑнса какаклатни, сысна курӑкне ҫӑтӑрт-ҫӑтӑрт татса ҫиекен сыснасем нӑрхлатни, ача-пӑча ҫуйхашкалани ҫеҫ илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Ҫийӗр, ачамсем, ҫийӗр, ҫиекен лаша ҫултан юлман, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тырӑ, ӑман ҫиекен кайӑк ҫавӑн чухлӗ пурӑннине илтнӗ-и эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Ҫиекен ут ҫултан юлман теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен ҫӑкрине ҫиекен.

Ест их хлеб.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех