Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑвӑспа витӗннӗ ҫурхах хыҫӗнчен питӗ кивелнӗ кӗнеке кӑларчӗ, хуплашкине ылтӑнланӑ шывпа сӗрнӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Ун ҫамкине икӗ виҫкӗтеслӗхпе илемлетнӗ, чӑн тӳпине Хӗвел элемне тӗрлесе хунӑ, вӑл ⎼ чакӑр кӑвак хутлӑхри ылтӑнланӑ хӗрес.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Иксӗмӗр юлсан, мана вӑл ҫапла каларӗ: «Эпӗ Алдан тӑрӑх ылтӑн шыраса чире кайрӑм, эсӗ Саратовра ылтӑнланӑ автанпа асса кайнӑ», — терӗ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ермолай Кузнецов чӳрече патне пычӗ те ӗлӗкхи йӑлапа кӗлтӑвас тесе Таса Георгий чиркӗвӗн ылтӑнланӑ тӑррине шырама тытӑнчӗ, йӳҫӗклӗн аса илсе хӑйӗнчен хӑй кулса ячӗ:
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Инҫех мар буддизм хӳтӗлевҫисенчен пӗри шутланакан Ваджра Йогини храмӗ вырнаҫнӑ, унӑн тӑррине ылтӑнланӑ, ӑна вунҫиччӗмӗш ӗмӗрте невар стилӗпе тунӑ.
Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3
Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл каҫару ыйтса пӗр самантлӑха шалти пӳлӗме кӗрсе кайрӗ, унтан ылтӑнланӑ ывӑспа ӗҫме-ҫимелли илсе тухрӗ.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унта, пӗчӗк ҫӳлӗксем ҫинче, йӑлтӑртатса тӑракан ылтӑнланӑ ҫӗлӗксем пур — минчет ҫӗлӗкӗсем.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗрне лаша парать вӑл, теприне ылтӑнланӑ йӗнер, тепӗрне дамаск хурҫинчен тунӑ хӗҫ — лешсем вӑл хушнипе-вута кӗме те хатӗр.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лешӗ вара ҫыхха салтса унтан ылтӑнланӑ хӗрлӗ атӑ кӑларса Селимене пачӗ.
Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кун пек ылтӑнланӑ хӗрлӗ атта юлташӗн пулас арӑмӗ те курман-тӑр.
Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ылтӑнланӑ пукан ҫинче ларакан Батуханӑн куҫӗсем кӑвайт ҫутипе кашкӑрӑнни пек ялкӑшрӗҫ.
Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Портретне эпӗ Крымран Етӗрнене куҫса килме хатӗрленнӗ вӑхӑтра парнелерӗ, — терӗ те Волков ылтӑнланӑ рамӑна хӑй вырӑнне ҫакса хучӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кунта кӗрсенех Эльгеев куҫне Лев Николаевичӑн ылтӑнланӑ рамӑри портречӗ курӑнса кайрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ҫынсене вӗлернине, вӗсен шӑнӑрӗ туртӑннине тӗпчес йӳтӗмпе пӑхма юратнӑ этем кӑмӑллӑ хӗрарӑма ӳкерме пултарайман; вӑлах арҫын ачана ылтӑнланӑ, вӑл сӳрӗк пулнӑ… пӗҫернӗ пулӑ пек.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эверкки кӗнеке шкапӗпе юнашар ҫакса хуна ылтӑнланӑ рама (пӗртен-пӗр рама вӑл унӑн ҫакнашкалли) умне пырса тӑчӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
«Хумсем» сӑмах тӗттӗм мӗлкере выртать, «ҫинче» — мӗлкепе ҫутӑ чиккинче, пӗтӗмлетӳллӗ «чупакан» вара ҫиҫкӗнсех ялкӑшать, — ылтӑнланӑ хушӑксем те палӑраҫҫӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Магометанин пулнӑ май хуҫа эрех ӗҫмест, анчах ромпа ликера тиркемест, малтанхине те, тепӗр иккӗшне те ылтӑнланӑ хрустальпе пӑкӑланӑ.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сулахайран малахит эрешӗллӗ шӑратнӑ, кӗмӗлтен тунӑ камин йӑлкӑшса ларать, стенасене вара, карнизран пуҫласа урай таран, сыран хӑва хупланӑ, тӗттӗм симӗс ҫулҫӑсен кавирӗ витӗр тӑрӑхла куҫ кӗскисен йӑлтӑркки сӑрхӑнать; аялта, виҫӗ стена анлӑшӗпех тӑсӑлнӑ ылтӑнланӑ решетке тӑрӑх, кӗл чечексен сарӑ эрешӗ явкаланать.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Дигэ эпир паҫӑр сӑнласа кӑтартнӑ капмар канделябрсенчен пӗрин патне пырса тӑчӗ, унӑн аялалла кӑтрашкаланса анакан йӑрӑмсемпе витӗннӗ, ылтӑнланӑ вулли енне аллине тӑсрӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.