Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ пур чун та — Манӑн: ашшӗн чунӗ те, ывӑлӗн чунӗ те — Манӑн; ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ.4. Ибо вот, все души - Мои: как душа отца, так и душа сына - Мои: душа согрешающая, та умрет.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн кӑмӑл-туйӑм кунта татах та пуянланчӗ, унчченхи чунӑм витӗр тепӗр чун сӑрхӑнса тухса ҫирӗпленнӗнех туйӑнать — салтак чунӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ҫамрӑк чун та пӗчӗк чун, Чунӗ ытла ҫемҫе ҫав.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
— Ҫамрӑк мар ҫав, сирӗн пек: чун, чун, яш чун, хӳме урлӑ сиктерчӗ, пӳрт алкумне хӑпартрӗ, тесе юрламалли вӑхӑтсем иртсе кайрӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑйӗн чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала – пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр. Ӗненӳ этемӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлӑлантарса ҫамӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать».
Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/16/news-3543652
Унра, чунӗ тӗпӗнче, темӗнле пысӑк та йӳҫӗ туйӑм хӑпарса пынӑ, вӑл ҫав туйӑмӑн ӳсӗмне сӑнанӑ, — чӑнах та вӑл ӑна ӑнлансах пӗтереймен, анчах чун пӑшӑрханӑвне, чун мӑшкӑлне лайӑхах сисе пуҫланӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла ӗнтӗ ҫав чун, — ҫылӑх каҫарттарма, мӑнкун шерпетне сыпма хатӗр тӑракан чун, турӑпа, хӑйпе, пӗтӗм тӗнчепе килӗшме хатӗр тӑракан чун!
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пурнӑҫа сахал курнӑ чун, хӑраса ӳкнӗ чун, ача чунӗ сасартӑк тӗрекленчӗ, ҫуталса кайрӗ, ҫӗнӗ те анлӑ, ҫутӑ горизонтсем курчӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах штабс-капитан Михайлов, курсивпа паллӑ тунӑ сӑмахсемпе ҫыру тонне пӑхмасӑрах, хӑйӗн кӗпӗрнере пурӑнакан шурчак сӑн-питлӗ тусне калама ҫук хурланчӑклӑ чун киленӗвӗпе аса илчӗ, каҫсерен унпа пӗрле беседкӑра ларнисене, сисӗм-туйӑм ҫинчен калаҫнисене аса илчӗ вӑл, хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ улан юлташне аса илчӗ кабинетра ларнӑ чух, пӗрер пус хурса пулькӑ тунӑ чух, вӑл, ҫителӗклӗ взятка илеймен пирки, мӗнле тарӑхнине, унӑн арӑмӗ хӑйсенчен мӗнле кулнине аса илчӗ, — ҫак ҫынсемпе мӗн тери туслӑ пурӑннине аса илчӗ вӑл (шурчак сӑн-питлӗ тусӗ хӑйне ытларах та кӑмӑлланӑн туйӑннӑ-и тен ӑна): ҫак сӑнсем хӑйсен обстановки-мӗнӗпех куҫ умне тухса тӑрса вӗлтлетсе иртнӗн туйӑнчӗҫ ӑна, ҫав тери илемлӗ, савӑнӑҫлӑ, чуна килентермелле-мӗн вӗсем, вӑл вара, хӑйӗн асаилӗвӗсемпе киленсе йӑл кулса илчӗ те, аллипе хуллен ҫеҫ кӗсьине тытса пӑхрӗ, кӗсьинче ун хӑйшӗн питӗ паха, чуна ҫывӑх ҫыру выртать-мӗн.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сан чуну ман чун патне шуса килет, ӑна, анчӑка, ман чуна ҫулама килӗшет халлӗхе.Твоя душа приползает к моей, ей нравится восторженно лизать мое сердце.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Чунӗ вара чӑнласах та чун, кирек кама та унӑн чунне парӑттӑм.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Библиотекӑсене вӗсем «чун аптекисем», кунта ӗҫлекенсене вара «чуна сыватакансем» тенӗ.
Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html
Кавал хӗрӗ ҫыпӑҫуллӑ та ачаш аллисемпе хӗртнӗ тӑмран тӗрлӗ чӗр чун кӗлеткине калӑпласа, сӑрласа «чун» кӗртнӗ, чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса аваллӑха ҫутатнӑ.
«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/
Юлашкинчен амӑшӗн чӗри чӑтаймарӗ, амӑшӗн чунӗпе шеллерӗ вӑл ӑна, чун ыратӑвне чӑтаймарӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Итле мана тимлӗрех, ывӑлӑм, сире пилӗксӗре ӳстертӗмӗр, ҫавӑн пек аскӑнлӑх пирки нихӑҫан та шутламан, пӗртен пӗрре пӗлнӗ, чунпа чун килӗштерсе пурӑннӑ, ун пек шухӑшсем пулман.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Вӗсем ҫавнашкал чунсӑр пулнишӗн чун ыратать те манӑн.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Юратнӑ ҫын сасси — чун канӑҫӗ, чун эмелӗ.
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Чунтан кӗтекен ҫыннине курсан, чун тӗпӗнче выртакан сӑмахсем ниепле те хускалса ҫиеле тухаймаҫҫӗ.
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ара, Тамара, Тамара пур вӗт-ха кунта тӗнчере ҫук ырри, ырри те хитри, хитри те чун варли, чун варли те унсӑр ни пурӑнма, ни сывлама ҫукки.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.