Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк хӗр кунта вунӑ ҫула яхӑн тӑрӑшса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Ачасем вӗсене хаваспах хутшӑннӑ, хӑйнеевӗр конкурссенче чи мала тухас тесе тӑрӑшса ӑмӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялта интересли нумай // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%8f%d0 ... %b0%d0%b9/

Апла пулсан, малашне те ытти ӗҫсене тӑрӑшса пурнӑҫласан, кӗркунне пысӑк тухӑҫ савӑнтарасса шанма пулать.

Куҫарса пулӑш

Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/

Ачасене вара тӑрӑшса вӗренме, пур ӗҫре те хастар пулма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулмалла! Пӗрле пулмалла! // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/perremesh-pulmall ... alla!.html

Тӑрӑшса ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

«Атте» сӑмаха калама пӳрмен // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... lama-prmen

Тусене ҫавӑрса хума тӑрӑшса эсир хӑвӑрӑн вӑя тӗрӗм хакламасан та пултаратӑр.

Пытаясь свернуть горы на своем пути, вы можете немного не рассчитать и переоценить свои силы.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малашлӑхра ӑнӑҫу сунса шкула килсе ҫӳреме йыхравларӗҫ, уяв тӗлне пӑхсамӑр вӗреннӗ сӑвӑ сӑмахӗсене пурте илтмелле тӑрӑшса каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Умра - ҫӗнӗ тапхӑр // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/umra-cene-tapxar.html

Халӑхпа пӗр-пӗрне ӑнланса, тӑрӑшса ӗҫлени паха ҫимӗҫ парать — территори пайӗнче пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗ лайӑхланнипе пӗрлех ялсен сӑн-сӑпачӗ ырӑ енне улшӑнса тата тирпейленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫару бюджечӗ» пулӑшать // Ольга ТИХОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %82%d1%8c/

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Сабантуйра ялсенчи чи маттур ӗҫченсене чысларӗҫ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн парнесем парса савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

«ТЕЛЕЙ вӑл ҫын ӑҫта пурӑннинчен мар, мӗнле пурӑннинчен килет, - тетчӗ нумай ҫул хушши ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ Николай Васильевич Макаров. - Ҫын хӑйне ӗҫре тупать. Пур ӗҫ те малтанхи утӑмран, пӗчӗкрен пуҫланать. Ӗҫ ӑнса пырасси пӗтӗмпех хамӑртан, пирӗн тӑрӑшулӑхран килет».

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшса питне кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ Вова.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова тем пекех ӑнланса илме тӑрӑшса ҫамкине картлантарать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Чунтан тӑрӑшса ӗҫлекене ҫын асӑрхатех.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӗрхенни ҫеҫ мар-ха, тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑнакана хисеплес килет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вучаха та сӳнтернӗ халь ҫурӑлман пӗренесем пирки ытла нумай шутласа тӑрса, ҫав тери чуна парса тӑрӑшса туса хатӗрленӗ шӑрпӑксем те ҫунмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чӑрт-чӑрт! — ним туса та хыпса илмест мӗн тери тӑрӑшса ӑсталаса ларнӑ шӑрпӑк; е коробка сӗркӗчӗ сӗвӗнме пуҫлать, е тарӑхнипе айккинелле тӑкас килсе каять.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗрре хавасланса каять асламӑшӗ умӗнче ларакан ача, тепре, хӑй килӗштерсе пӑрахнӑ ҫыннисем инкеке лексен, кулянать, унтан малашне мӗн пулса тухӗ-ши тесе тӑрӑшса, хӑлхасене чӑнк тӑратса итлет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Вара ҫавӑн ячӗпе колхоз тӑрӑшса ӗҫлекенсене темиҫешер умма памалла турӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эс мӗнле тӑрӑшса вӗреннине аҫу курасчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Саншӑн тӑрӑшса, манӑн татах та нумай пурӑнас килсе каять ҫак ҫут тӗнчере, — вӑл пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех