Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнипе (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех асӑннӑ кун Мускавра РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представительстви тӑрӑшнипе ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ яма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — Республика кунӗ // Валентина ПЕТРОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12057-umra-r ... ublika-kun

Вӑл тӑрӑшнипе музее 2005 ҫулта хупӑннӑ Ҫӗнӗ Кипеҫ шкулӗн авариллӗ ҫуртӗнчен ялти культура ҫуртне куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

Шкул директорӗ А.М. Галкин, С.А. Андреев, Е.Ф. Васильева, Т.А. Ченакина, Г.А. Новикова тата ытти педагогсем, шкул ачисем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ, Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем тӑрӑшнипе музей тӗрлӗ экспонатсемпе, документсемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе тата ытти материалсемпе пуянланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ял хастарӗсем тӑрӑшнипе ӑна 1987 ҫулта вӑтам шкул территорийӗнче уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

Амӑшӗ тӑрӑшнипе чир ерипен тухса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин лавкка сӗтелли урлӑ савӑнсах сиксе каҫрӗ, лавккан хуҫалӑх уйрӑмне кӗчӗ, кунта тӑвӑртарах, ҫавах та хӗрарӑм алли тӑрӑшнипе пула таса та хӑтлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

«Сирӗнтен кашниех Чӑваш Енри физкультурӑпа спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Эсир тӑрӑшнипе 2023 ҫул отрасльшӗн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Эпир Раҫҫей Президенчӗ хушнине — физкультурӑпа тата спортпа туслӑ ҫынсен шайне ӳстерессине — малалла пурнӑҫласа пытӑмӑр. Иртнӗ ҫул кӑтарту 57,8 процентпа танлашрӗ», — терӗ Василий Петров.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсене пурнӑҫлатпӑр // Александр КРАСНОВ. http://gazeta1931.ru/urmary/11975-t-llev ... rn-clatp-r

— Хӗрлӗҫыр ял халӑхӗ тӑрӑшнипе илемлӗ ҫуртра ларатпӑр паян.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Тин кӑна-ха Хӗрлӗҫыр ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑччӗ, халӗ вара, ҫак ялта пурӑнакансем хӑйсем тӑрӑшнипе, ҫӗнӗ клуб та ӗмӗтрен чӑнлӑха ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Ҫав икӗ объекта тумалли ӗҫсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли финанс ҫӑл куҫӗсем Анатолий Геннадьевич Аксаков тӑрӑшнипе йӗркеленчӗҫ.

Источники финансирования этих важнейших объектов появились благодаря усердию депутата Госдумы России Анатолия Геннадьевича Аксакова.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Мӗн пур ӗҫчен тӑрӑшнипе эпир республика аталанӑвӗнче чылай ҫитӗнӳсем тума тата пирӗн граждансен пурнӑҫне лайӑхлатма пултартӑмӑр», – тесе ҫапларах палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Кӗҫех вӑл тӑрӑшнипе А. Елсукова, А. Мочалов, Г. Николаев тата Ю. Волков художниксене пӗр ҫуллӑха Иваново хулине вӗренме янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Асӑннӑ ушкӑн тӑрӑшнипе 1931 ҫулхи майӑн 17-мӗшӗнче ирттернӗ пухура ял хуҫалӑх артелӗ тума йышӑну кӑлараҫҫӗ, унӑн уставне ҫирӗплетеҫҫӗ, «Красный Октябрь» ят параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Пӗррехинче ытлашши тӑрӑшнипе ытти пӑрусемпе пӗрле хӑйсен ула пӑрӑвне те витере яра кун выҫӑ усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Огуречникова та Михха тӑрӑшнипе станувуя куҫараҫҫӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хытӑ тӑрӑшнипе тарласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Самать патша тӑрӑшнипе тунӑ патшалӑх саланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак канмалли кунсенче вӗсем тӑрӑшнипе медикаментсем, буржуйкӑсем, матрассем тата ытти продукци пухнӑ, вӑл часах СВО зонине каять.

На этих выходных их усилиями собраны медикаменты, буржуйки, матрасы и другая продукция, которая в скором времени отправится в зону проведения СВО.

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3480232

Ҫак ӗҫе ашшӗсен шкулчченхи учрежденийӗсенчи, шкулсенчи пӗрлӗхӗсем, влаҫ органӗсем тата Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ тӑрӑшнипе туса хунӑскерсем, пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Большой вклад в эту работу вносят отцовские объединения в дошкольных и школьных учреждениях, созданные благодаря усилиям органов власти и Совету отцов Чувашии.

Олег Николаев Ашшӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/10/15/oleg- ... -dnem-otca

Ыттисемпе пӗрле Оля та нумай тӑрӑшнипе тунӑ топливӑпа пирӗн реактивлӑ авиацире усӑ курма пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех