Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫне (тĕпĕ: тивӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, нумай пулмасть ҫеҫ Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ тепӗр паттӑр салтака - Рудольф Макарова - ҫар операцийӗнчи паттӑрлӑхшӑн, ҫар тивӗҫне пысӑк шайра пурнӑҫланӑшӑн Жуков медалӗпе - наградӑланӑ ырӑ хыпар ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир пӗрле чухне салтаксене те ҫӑмӑл // Мария МАДЮКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51132-epir ... e-te-c-m-l

Кӑҫалхи январь вӗҫӗнче Добрейкинсем Алексей кӗрӳшне — Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриотне, ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ ҫынна — юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек районӗнче СВО геройӗсене халалланӑ часовня уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... -n-3907835

«Эпӗ 63 ҫулхи пуҫӑмпа ҫапӑҫу хирне тухса кайнине нумайӑшӗ ӑнланмарӗ, паллах. Пирӗн ӳсӗмри каччӑсем салтак мӗнне пӗлсе ӳснӗ. Эпӗ хам та Германире салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Унтан таврӑнсан Эстонире тинӗс ҫар училищинче вӗрентӗм. Диплом илсен пӗр вӑхӑт мотористра ӗҫлерӗм. Унтанпа пурнӑҫ урапи мана таҫта та илсе ҫитерчӗ. СВО пуҫлансанах унта кайма шухӑшламан. Хамӑр ял каччи, тӑванах вилсен урӑхларах шухӑшлама тытӑнтӑм. Иртнӗ ҫул вӗҫнелле шухӑш тӗвӗленсе ҫитрӗ. «БАРС-1» отряда лекрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв йывӑрлӑхра чух айккинче юлман // Валентина ЯКОВЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51024-c-rs ... che-yulman

Ильдар паттӑр, хӑйне хӑй шеллемесӗр, хӑйӗн ҫӗршывне тата ҫар тивӗҫне парӑннӑ ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан икӗ ҫынпа сывпуллашнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/ytarl-car-operaq ... hn-3893643

Боецсем хӑйсен гражданла тата ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан икӗ ҫынпа сывпуллашнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/ytarl-car-operaq ... hn-3893643

Пушар хуралӗн тата Роспотребнадзор службисем хӑйсен тивӗҫне маларах пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех аван, ачасем ҫеҫ сахал… // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b0%d0%bb/

Пиҫиххирен тытса кӗрешекенсен тӗнче шайӗнчи категориллӗ судйи 300 ытла турнирта судья тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене парӑнманскер // Виталий МЕРДЕЕВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b5%d1%80/

Пирӗн округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, округ, республика ятне ҫӳлте тытма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Медале тивӗҫнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%bc%d0%b ... %bd%d3%97/

Митинга хутшӑнакансем ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ десантниксен астӑвӑмне пӗр минут чӗнмесӗр тӑрса чысланӑ, сывлӑшпа десант ҫарӗсен никӗслевҫин Василий Маргеловӑн мемориал плитипе бюсчӗ умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре Сывлӑшпа десант ҫарӗсен кунне палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... tn-3872172

КФХ пуҫлӑхӗ шӑпах ҫак енӗпе хӑйӗн тивӗҫне тупнӑшӑн савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртри Дюртюли районӗнче фермер талӑкра 2 пин литр сӗт туса кӑларать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3872048

Раҫҫей Федерацийӗн Чукун ҫул ҫарӗсен кунӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Чукун ҫул ҫарӗсенче (РФ ХПВ ЧҪҪ) тӑракан ҫар ҫыннисен, ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансен, рабочисен тата служащисен (ахаль граждансен) професси уявӗ.

День Железнодорожных войск Российской Федерации — профессиональный праздник военнослужащих, военнообязанных, рабочих и служащих (гражданский контингент) Железнодорожных войск Российской Федерации (ЖДВ ВС России).

Чукун ҫул ҫарӗсен кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D1%83%D ... 0%BD%D3%97

Нарӑс, 15 — Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун;

15 февраля — День памяти о россиянах, исполнявших служебный долг за пределами Отечества;

Раҫҫейри ҫар мухтавӗн кунӗсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B5%D0%BC

Курск облаҫӗн губернаторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Смирнов пӗлтернӗ тӑрӑх, пограничниксем тата РФ пограничникӗсем пӗтӗм техникӑн 16 единицине чикӗре аркатса тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Курск облаҫӗнчи лару-тӑрӑва пула Путин вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсене пуҫтарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3877530

Украинӑра пурнӑҫлать вӑл салтак тивӗҫне.

Куҫарса пулӑш

40 ҫул ытла — пӗр ӗҫре // И.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b5/

Пухӑннисене округ пуҫлӑхӗ Леонард Левый саламланӑ, вӑл палӑк ҫарпа патриотла воспитани мероприятийӗсем ирттермелли, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланисене пуҫ таймалли паллӑ вырӑн пулассине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем уҫнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... 3c%d0%bda/

Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уява пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламланӑ, тинӗс-ҫар флочӗнче службӑра тӑракансем яланах хӑйсен Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланипе палӑрса тӑни ҫинчен каланӑ, ырлӑх-сывлӑх суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Моряксем — яланах стройра // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d0%bc%d0%b ... %80%d0%b0/

Салтак тивӗҫне пурнӑҫласа таврӑннӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хушши Комсомольскинчи «Сельхозтехника» предприятире тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та руль умӗнче // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/26/%d0%bf%d0%b ... %87%d0%b5/

Анатолий Маркелович Сименкке ял хутлӑх пуҫлӑхӗн тивӗҫне 1990 ҫултанпа пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ҫыннине Мускав хулинче чысланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/chyslav/2024-07- ... an-3850181

Июль уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пелепей районӗнчи Сименкке ял хутлӑхӗн администраци залӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тата Раҫҫей ҫарӗн речӗсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ каччӑсемпе тӗлпулу иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарӑн йӗр хӑварнӑ тӗлпулу // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-lpulu/2024-07- ... lu-3850140

Халӗ вӑл «Пушкӑртстан» мотострелоксен полкӗн Сергей Зорин ячӗллӗ танк батальонӗн йышӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Вилнӗ пиччӗшӗшӗн тавӑрас шутпа вӑрҫа кайнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/patriotizm/2024- ... yn-3853679

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех