Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терчӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, вӑрҫӑ терчӗ тӗпсӗр, ӑна виҫме виҫе ҫук…

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӗсен терчӗ паян та куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Чӗлхи икӗ тӗрлӗ те сав, терчӗ пӗр пекех.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн хӑйӗн терчӗ.

Но у него своя забота.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашнин хӑйӗн ӗҫӗ, хӑйӗн терчӗ.

Всяк занят своим делом, своей бедой.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗлсем, пире ку йӗрӗнтерчӗ, Пулса эс тӑтӑн халӑх терчӗ, Яту та пӑтратать ӑша.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Шутлать: «Кӳрентерни — чун терчӗ, Анчах май пачӗ уяма Ӑс-хакӑла; пачах ҫӗнтерчӗ Вӑл тӑвӑлланнӑ туйӑма. Ҫапах та типнӗ, хытнӑ кӑмӑл Тиме тӑратрӗ кӑкарса. Чӗрем ман чирлӗ: пушӑ, хӑвӑл, Ӑна сиплеймӗн макӑрса».

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав хӑратать-мӗн Ухтере, Паян ҫав шухӑш унӑн терчӗ, Ҫав пусмӑрлать-мӗн ӳт-тире, Анчах хӑйне вӑл ӗнентерчӗ: Ма эп ҫӳрем, — тет, — катӑклӑн, Ма пурӑнас чух, тӗлӗрес?

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗншӗн таҫти шалти шӑпа терчӗ пурнӑҫ урапине ҫапла ир чарса лартмалла турӗ санӑнне?

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Ку юррӑн сӑмахӗсене уйӑрса илме те ҫук, кӗвви тӑрӑх ҫеҫ туятӑп, ун сӑмахӗсем те ҫав тери хурлӑхлӑ пулма тивӗҫ — унта ҫак ҫынсен сирсе сирӗлми терчӗ туйӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яковлев патӗнчен тухсан, Савандеев ун терчӗ ҫинчен татах нумай каласа пачӗ юлташӗсене.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗрекенсем лармаҫҫӗпе пӗрех — вӑйӑ терчӗ вӗсене каллех залсене, ҫӳллӗ алӑксен ҫути еннелле хӑвалать; унта, табак тӗтӗмӗпе пайӑркасенче, ҫӗкленӳллӗ е айккӑн-хӑяккӑн пӑхакан сӑнлӑ ҫынсем сӗтелрен сӗтел патнелле хыпаланса чупкалаҫҫӗ.

Редко присаживались входящие — страдание игры вскоре гнало их в залы, на свет высоких дверей, за которыми, в дыму и лучах, торопливо пробегали от стола к столу люди с вдохновенными или озирающимися лицами.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ниҫта кайма май ҫуккине ӑнланнӑран чунӗнчи терчӗ татах вӑйланчӗ.

Сознание, что уйти нельзя, усиливало страдание.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Терчӗ пысӑк пулать те, анчах: ман пурлӑхӑм тем те тавӗ», — тет ашшӗ.

Работа будет немалая: да для моей казны супротивного нет».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ҫемье ӳссех пынӑ, ҫемьепе пӗрле нушапа терчӗ те ӳснӗ.

Семья росла, а вместе с ней и нужда.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫак кӑткӑ терчӗ евӗрлӗ ӗҫе — Кожанов ырламастчӗ пулин те, нихӑшӗнчен те йӗрӗнсе тӑма юрамастчӗ.

Ничем нельзя было пренебрегать, хотя эта муравьиная работа не всегда встречала поддержку Кожанова.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫул ҫинче вӑл щухӑш пӗр хускатнӑ ырӑ ҫемӗ пек вӗҫӗ-хӗррисӗр сыпӑна-сыпӑна туртӑнать: ялкӑшса пӑхан хӗвел ҫутҫанталӑка ытарайми илем кӗртет-и — ҫавӑ та аса кӗмесӗр юлмасть, ешӗл вӑрман хӗрринчи улӑхра шӑранса пӗтеймен шурӑ тӗтре куҫа курӑнса каять-и, хресченен кулленхи терчӗ ахлатса сывлӑш ҫавӑрттарать-и, кӗтмен инкек чуна хӗсет-и е паянхи пек тулли савӑнӑҫ пуҫа ҫавӑрать — пӗтӗмпех пӗрле капланса пӑтранать, тӗлли-паллисӗр явӑнать.

В дороге они, мысли-то, нанизываются одна на другую, точно бусины, увидел, к примеру, сияющее солнышко да довольную оттого природу — и это отметится в твоей голове; иль белый туман на лесной опушке, не успевший рассеяться по лугам; иль повседневные заботы крестьянина; иль нежданная беда или беспредельное счастье, какое испытал Шерккей сегодня, — все-все кучится в голове, переполняет ее мыслями.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Терчӗ пысӑкрах тетӗн пуль-ха ӗнтӗ.

— Наверно, думаешь, хлопотное это дело, да?

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун нуши те хӑйпе пӗрле, терчӗ те.

А ему и нужды мало — босой!

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗтӳ хӑвалас терчӗ ҫук унӑн, хире каймалла пулсан, ӑна Тимрук е Ильяс килсе чӗнет.

Скотины у него нет, чтобы выгонять в стадо, а понадобится зачем в поле — прибегут за ним Тимрук или Ильяс.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех