Шырав
Шырав ĕçĕ:
Упӑшкуна та, танлӑ комсомол Микулай шӑллӑма, питӗ лайӑх астӑватӑп.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Танлӑ пиҫен тӑрри те, ай, пулас мӗн, Кӗркуннехи ҫилпе те, ай, вӗҫес мӗн.
Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун чухне чӑвашсем хальхи пек йӑшман, хӑюллӑ та мухтавлӑ, чӑрсӑр та танлӑ ҫынсем пулнӑ, тӑшмана хирӗҫ хӗҫ йӑтса ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта хирӗҫ ҫӗр те ҫитмӗл ҫичӗ пинӗн тухнӑ, пуҫ усман.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Танлӑ пиҫен танлантарса ларать, тет, — тесе юрлатӑп.
Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эх, этем пурнӑҫӗ те ҫак ҫӑтмах сӑн-питлӗ, танлӑ, ҫураҫуллӑ чӗрӗ ҫутҫанталӑк пек пӑрӑнӑҫсӑр-мӗнсӗр, тумхахсӑр-путӑксӑр, шӑкӑр-шакӑрсӑр «юртасчӗ» те, ҫук ҫав…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пурнӑҫри тӗркӗшӳсемпе васкаварлӑ ӗҫсем мӗне тӑнине старик лайӑх ӑнланса илнӗ пулмалла: хусканӑвӗсем унӑн лӑпкӑ, танлӑ…
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Иван Андреевич вырӑсла таса калаҫать, васкамасӑр, хӑйне танлӑ тытса.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав тери танлӑ ҫын, Баратынский йӑхӗпе мухтанма юратакан хӗрарӑм паян ниме те ӗненмест.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Фелицатӑн» виҫӗ матросӗ, танлӑ, ҫулланнӑ ҫынсем, чӑн та, пӗринче карап ҫинчен Лиса килнӗ, табак туяннӑ та урӑх курӑнман, — вӗсене пурне те пӗлесшӗн ҫунакан куҫсем ӑсатса янӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Эпир савӑтра, цехра ӗҫленӗ чухне ҫеҫ пӗр танлӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тупӑк хыҫҫӑн пыракан икӗ хӗрарӑмран пӗри питӗ ватӑ та шуранкка; унӑн нимӗн те хускалман сӑн-пичӗ, хуйхӑпа ҫав тери улшӑннӑскер, салхуллӑ та танлӑ пек курӑнать.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ӑҫта кайса кӗчӗҫ-ши унӑн илемлӗ сӑмахӗсем, хӑйне-хӑй типтерлӗ те танлӑ тыткаласси.Куда девалось его красноречие, его чувство тонкого приличия и собственного достоинства!
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Юратнӑ вулакансем, хӑвӑр умӑра пӗр ҫитмӗл ҫулти тулли те ҫӳллӗ, кӑштах Крылова аса илтерекен сӑн-питлӗ, усӑнса аннӑ куҫ хупанкисем айӗпе тӳррӗн те ӑслӑн пӑхакан, танлӑ кӗлеткеллӗ, тӑсарах калаҫакан, васкамасӑр ҫӳрекен ҫынна кӑларса тӑратӑр-ха: акӑ сире Овсяников пулса та тӑчӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Анчах вӑл, хӑйӗн ятне илнӗ ырӑ та танлӑ кайӑк пек, уҫҫӑн та хӑюллӑн тапӑнмасть: пачах урӑхла, чееленсе, йӑпӑлтатса хӑйӗн ӗҫне майлаштарать: вӑл хӑйӗн урапине ял ҫывӑхӗнче ӑҫта та пулин чӑтлӑхра хӑварать те, хӑй пахчасем, картасем хыҫӗпе, мӗнле те пулин иртен-ҫӳрен е ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫын пек, яла пырса кӗрет.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Эпӗ вара, ҫыранран е карап енчен килекен пӗр танлӑ та тикӗс тусем евӗрлӗ хумсем шӗвӗр тӑрӑллӑ, аяклӑ тата айлӑмлӑ пӗр пек мар сӑртсен евӗрне килнине асӑрхарӑм.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Андрей Васильевич вара пӗртте палӑртмастчӗ ӑна-кӑна, яланхиллех лӑпкӑ та танлӑ тытатчӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех санпа та, манпа та закон сакки умӗнче пӗр танлӑ пулса, аванах пурӑнса ирттерӗ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, амӑшӗ хавас кӑмӑллӑ, хӗрӗ вара нимӗнпе интересленми сапаланчӑк танлӑ пулсан та, темскер сире пӗрремӗшӗ нихҫан та ӗлӗк те, халь те хитре те савӑк япаласемсӗр пуҫне урӑх нимӗне те юратманни, Авдотья Васильевна вара пӗрре юратса пӑрахас-тӑк савнӑ ҫыншӑн хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне парнене кӳрекен ҫынсен шутне кӗни ҫинчен калать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сomme il faut ҫыннисене эпӗ хисеплерӗм тата вӗсене манпалан танлӑ ҫыхӑнусем тытма тивӗҫлӗ тесе шутларӑм; иккӗмӗшӗсенчен йӗрӗненҫи пултӑм, анчах чӑннипе ку ҫынсене, хамӑн кӑмӑла хуҫакансем вырӑнне хурса, кураймасӑр пурӑнтӑм; виҫҫӗмӗшсем маншӑн ҫукпа перехчӗ — эпӗ вӗсенчен йӗрӗнмеллипех йӗрӗнтӗм.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Официантсен пӳлӗмӗнчи сехет иккӗ ҫапма хӑрӑлтата пуҫланӑ вӑхӑтра, аллине салфетка тытса, лӑпкӑ утӑмсемпе танлӑ та хаяр сӑнлӑ Фока кӗретчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.