Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗнчӗ (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ Арсений Тарасов ҫыравҫӑ-журналист Малышевӑн кӗнекине «чунпа ҫырнӑ япала ку» терӗ, хӑш-пӗр калава шкул программине кӗртме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre

Ҫав ҫул Гена Нина ӗҫленӗ яла темиҫе хут та пырса кайрӗ, каярахпа юратни ҫинчен пӗлтерсе, пӗрле пурӑнма сӗнчӗ

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Хӑнӑхас пулать, — ҫине тӑрсах сӗнчӗ эрех хуҫи.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Мана каҫхи апат пӗҫерме хушса хӑварчӗ, — Коля саппунне хывса ҫакрӗ те пире малалла иртме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Иртсе лар малалла, — сӗнчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Халӗ те вӑл, Александра Яковлевна темле сӗнчӗ пулсан та, унӑн парнине илме килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

- Мана ун чухне Вырӑс Сурӑмӗнчи Ваттисен ҫурчӗн директорӗ Алевтина Михайлова пӗр уйӑхлӑха та пулин килсе ӗҫлесе пӑхма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Ҫав вӑхӑтра алӑкран проводница шаккарӗ те кӗрсен сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Нарспи ура ҫине тӑчӗ, пурте илтмелле хӑнасене сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Таксистӑн куҫӗсем чееллӗн ҫиҫрӗҫ, вӑл мана ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Ял клубне юсанӑ хыҫҫӑн хаваслӑ самантра уҫнӑ кун ал ӗҫӗсен куравне йӗркелерӗмӗр. Унта кам мӗн тума пултарать, ҫав япаласене илсе пынӑ. Эпӗ те хамӑн тӗрӗсене унта илсе кайнӑччӗ. Ял халӑхӗ ман ӗҫсемпе ҫавӑнта паллашрӗ. Республикӑри конкурса хутшӑнма мана клуб заведующийӗ Мая Иванова, манӑн тӗрӗсене курнӑскер, сӗнчӗ. Хутшӑннӑшӑн кӑмӑллӑ эпӗ. Маншӑн ытти ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашни паха пулчӗ. Эп ӑсталанӑ ӗҫсене пысӑк хак пани те савӑнтарчӗ, ҫӗнӗ япаласем тӗрлеме хавхалантарчӗ», - пӗлтерчӗ хӑй ҫинчен Альбина Вячеславовна.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Сӑмах май, ку призыв комиссине те килме «ерҫмен» темиҫе ҫамрӑк тӗлӗшпе полици сотрудникӗсене ӗҫлеме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Ҫавна май ҫар ӗҫ комиссарӗ Владимир Казаков пулас салтаксене ку енӗпе те ҫирӗп пӗлӳ илме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Татьяна Васильевна Вӑрмарти ал ӗҫ ӑстисен япалисемпе кӑсӑклансах паллашрӗ, илӗртӳллӗ ӗҫсене пурнӑҫлакансене соцсетьре пӗр ушкӑна пухӑнса пултарулӑхӗпе ыттисене паллаштарма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

— Мидхат мана хӑй юлма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Кунталла ирт, Света, — сӳрӗккӗн сӗнчӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӳлӗме кӗрсен Шура мана кивӗ диван ҫине ларма сӗнчӗ, хӑй те манпа юнашарах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Михаил Ноздряков ыйту ҫивӗчлӗхӗ чылайранпа капланса пыни ҫинчен каланӑ май парӑмсен темине «кисретсе илмеллине» палӑртрӗ — вӗсен виҫине, хӑҫантанпа капланнине тӗплӗн тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Кӑтартусемпе усӑ курма вӗренмешкӗн вӑл тӗрлӗ тытӑм представителӗсем валли семинар йӗркелеме те сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

«Пурте пӗтӗмпех ӑнланаҫҫӗ» терӗ пулин те Олег Николаев кашни саккасҫӑн РАИПа кӗнӗ объектсене вӑхӑтра хута ярас тӗлӗшпе пӗтӗмпех тумалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ, вӗсене ӗҫсене йӗркелессине мӗнлерех курнине сӑнласа хӑйне пӗлтерме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех