Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуйса (тĕпĕ: пуй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сана пуйса таврӑннӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и?» — тесе ыйтсан: «Вӑрласа пуйман. Ҫыннӑнне илмен. Ултӑ уйӑх сӗм тайгара упа пек ҫӳрерӗм, ала витӗр хӑйӑр ҫурӑм. Ҫак алӑсемпе ҫӗр пӑт ытла хӑйӑр юхтартӑм», — тесе мухтанса илетчӗ Петрук, куштӑрканӑ аллисене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ васкатӑп, — ӑнсӑртран пуйса кайнӑ ҫын евӗр савӑнса хуравларӗ барон.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асаплантарнине тӳссе, укҫана упраса хӑварсан, унӑн ҫемйи ӗмӗрлӗхех пуйса юлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сан арӑму ытла та пуйса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан Дуся рабочисемпе вӗсен ачисен пурнӑҫӗ ҫинчен, хулара та ялти пек чухӑнсем тара ӳкиччен ӗҫлесе те выҫлӑн-тутлӑн, теприсем ӗҫлемесӗрех пуйса пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чухӑн хресчен ӗҫӗпе пуйса пурӑннӑ помещиксемпе кулаксем текех ҫук ӗнтӗ.

Нет больше помещиков и кулаков, которые наживались на труде крестьян-бедняков.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Октябрьти социализмлӑ революци пуличчен Астраханьре пулӑҫӑсен ӗҫӗпе шултӑра усламҫӑсем пуйса пурӑннӑ.

До Октябрьской социалистической революции в Астрахани на труде рыбаков богатели крупные торговцы.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӗҫленӗшӗн шахтерсене ытла та сахал тӳленӗ, капиталист-хуҫасем вӗсен ӗҫӗпе пуйса пынӑ.

Получали шахтеры за свой труд гроши, а капиталисты-хозяева на их труде богатели.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундрӑра пурӑнакан ҫынсене эрех ӗҫтере-ӗҫтере ӳсӗртнӗ те йӳне хакпа вӗсенчен пӑлан кӗтӗвӗсем тата хаклӑ йышши тирсем илнӗ, вара киле пуйса таврӑннӑ.

Они спаивали жителей тундры, за бесценок брали у них стада оленей и дорогую пушнину и уезжали разбогатевшими.

Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

1844—1845 ҫулсенче венгр ӑсчахӗ А. Регули (С.М. Михайлов-Янтушпа пӗрле) тури чӑвашсем хушшинче «Амаҫури» тата «Вилме каякан пуйса килет тет» юмахсем ҫырса илнӗ (вӗсем паттӑр юмахӗсем мар).

Венгерский исследователь А. Регули (в совместной поездке с С.М. Михайловым-Яндушем) в 1844—1845 гг. записал у верховых чувашей две сказки (не богатырские): «Мачеха» и «Кто шел на смерть, тот богатым вернулся, говорят».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

— Халь те ҫавӑнтах пуйса пурӑнать, — сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ Васса-Васяна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унпала эпӗ ӗмӗрлӗхех пуйса ларас ҫук.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Достоевскин Раскольниковӗ (1866 ҫул) пӗр палламан, никама кирлӗ мар карчӑка вӗлерсе пуйса темиҫе ырӑ ӗҫ тума шут тытать.

Куҫарса пулӑш

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

«Вилме каякан пуйса килет, Пуйма каякан вилсе килет!.. Мӗнтенюк! Мӗнтенюк!» — тесе калаҫҫӗ тет мунча ийисем.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Пуйма, чӑнах та, пуйса юлчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Вӑл ӗнтӗ, вӑрман ӗҫӗпе пуйса ял кулакӗнчен пысӑк хуҫана тухнӑскер, баронран кая мар ҫӗр улпучӗ хӑй пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пуйнӑҫем пуйса пыракан Михха Ӗнелпе Пиш ушкӑнне кӗрекен ялсен тавлашуллӑ ҫӗрне туртса илме ӗмӗт тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пуйса килне, виш!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унпа пуйса чапа тухма ытлашши нимех те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ кунта, хӑйӗн саккунлӑ ҫӗрӗ ҫинче, кам ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлет, ҫӗрне тислӗкпе ҫӗнетсе пырать, вӑхӑтра акса вӑхӑтра вырса ҫапать, кам выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе унӑн йӑхне ҫӗнетсе пырать — ҫавӑ пуйнӑҫемӗн пуйса пырать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех