Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑрлӑхне (тĕпĕ: паттӑрлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн геройсен паттӑрлӑхне асра тытни ҫӗршыври кашни ҫын чӗринче ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек районӗнче СВО геройӗсене халалланӑ часовня уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... -n-3907835

Ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне ҫутӑ пуласлӑхшӑн панӑ ҫынсене яланах асра тытмалла, аслашшӗсемпе мӑн аслашшӗсен паттӑрлӑхне асра тытмалла, астумалла, хисеплемелле.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче "Эпир геройсен несӗлӗсем" ӑслӑлӑх программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3893885

Ӑна ентешсен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

— Кун пек мероприятисем пирӗн ентешӗмӗрсен историйӗпе паттӑрлӑхне ҫитӗннисемпе пулас ӑрусене парса пыма, Геройсене хисеплеме вӗрентме май параҫҫӗ, — терӗ Рустам Мухаметзянов.

Куҫарса пулӑш

Асӑнупа хурлану кунне палӑртса ирттерчӗҫ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... lsa-xvarat

Ҫав вӑхӑтрах ҫывӑх ҫыннисене те, июнӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Сурӑмӗнчи вӑтам шкула пухӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те ҫирӗпрех пулма, Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫ хунине, ҫавӑнпа та хӑйне тата паттӑрлӑхне асра тытмаллине асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Аттемӗрсен, асаттемӗрсен тата мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхне асра тытса халӑха тӑшманран пирӗн округ ҫамрӑкӗсем те хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Апла пулин те ентешсен паттӑрлӑхне паян вӗсен мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем упраҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Раҫҫейре Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пархатарлӑ ӗҫне хаклас, вӗсене пулӑшас, паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхех историе кӗртсе хӑварас тӗлӗшпе «Верни герою имя» акци иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Вӗсем В.Жукова манманни, ятне чӗрисенче упрани, унӑн паттӑрлӑхне асра тытни пирки пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш ячӗпе – турнир // Валерий ДЕНИСОВ. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b5%d0%b ... 8%d1%80-2/

Вӗсем интернационалист-воинсене Афганистанран ҫарсем илсе тухнӑ кунранпа 35 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ, халӑх вӗсен паттӑрлӑхне асра тытнине, хисепленине палӑртнӑ.

Они поздравили воинов-интернационалистов с 35-летней годовщиной со дня вывода войск из Афганистана, отметили, что народ помнит и чтит их подвиг.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

Моряксен паттӑрлӑхне халалласа «Чумульпо патӗнчи «Варягпа» «Кореец» ҫапӑҫӑвӗшӗн» ятарлӑ медаль хатӗрленӗ, унпа вара ҫапӑҫӑва хутшӑннисене пурне те чысланӑ.

В честь подвига моряков была учреждена специальная медаль «За бой «Варяга» и «Корейца» при Чемульпо», которой и были награждены все участники боя.

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Литература тӑван халӑхсен паттӑрлӑхне, пултарулӑхне, вӗсем Тӑван ҫӗршыва юратнине, ҫав юратӑвӑн вӑй-хӑватне анлӑн та тӗрӗссӗн кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Романра совет ҫыннисен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ӗҫри паттӑрлӑхне кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ. Пӗрремӗш кӗнеке // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗрӗсрех, унӑн, тӑлӑх арӑм паттӑрлӑхне.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тен, хӑҫан та пулин манӑн хӑтланӑва хака хурӑн, хӗрарӑмӑн пӗчӗк паттӑрлӑхне хаклӑн тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн паттӑрлӑхне, тӗллевне пурнӑҫлассишӗн, юратнӑ упӑшкипе тӗл пулассишӗн темле йывӑрлӑха та, кашни тӑшмана та ҫӗнтерме хатӗр пулнине кӑтартса парать автор.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хӑрушлӑхне те, совет халӑхӗн чӑтӑмлӑхӗпе паттӑрлӑхне те ҫамрӑк чунпа туйса-ӑнланса илме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Ку вӑл Раҫҫей ҫарӗн мухтавӗпе паттӑрлӑхне кӑтартакан чи ҫутӑ ҫар уявӗсенчен пӗри.

Это один из самых ярких воинских праздников, символизирующих славу и доблесть российской армии.

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3371740

Ҫак вӗҫев пӗтӗм тӗнчене Совет ҫӗршывӗн ӳсӗмӗсемпе унӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхне кӑтартать кӑна мар, икӗ аслӑ халӑха ҫывӑхлатма та ҫул уҫать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Тӑван ҫӗршыв хӑйӗн ывӑлӗсен паттӑрлӑхне тивӗҫлипе хаклать: Чкалова, Байдукова тата Белякова — виҫҫӗшне те 1936 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех