Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картине (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗн Патӑрьелӗнчи масар картине йӗри-таврах (362 метр) профнастилпа тытса ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Масарсен картисене ҫӗнетнӗ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51140-masa ... ene-c-netn

Пахча картине ҫӗнетсе улӑштарни те курӑмлӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех ватӑсемшӗн // Антонина ОСИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... 88e%d0%bd/

Вӑйӑ картине чӑваш тумӗтӑхӑннӑ хӗрарӑмсем тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/

Вӑйӑ картине тӑриччен округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин ял халӑхне саламларӗ, ялти хастар ҫынсене: Александр Яковлева, Александр Плеткина, Владимир Краснова Хисеп хучӗ парса чыс турӗ.

Куҫарса пулӑш

Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/

«Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ те ҫак уява ирттермесӗр юлмарӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ял-йыш пӗр ҫӗре — виҫӗ кас пӗрлешнӗ тӗлте чӑвашсен хитре тумтирӗсемпе пуҫтарӑнчӗ. А.Кузьмин купӑсҫӑ Шупашкартанах уява илем кӗртме мӑшӑрӗпе, Светӑпа, килсе ҫитнӗ. Иккӗшӗ те юрра-ташша ӑстаскерсем, чӑннипех те маттур. Ял ҫыннисем юрӑсем юрласа, карталанса урампа утрӗҫ. Ялта ҫак кун хӑйсен ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑвакансем те пулчӗҫ. Таисия Николаевна Чульмакова 98 ҫул, Александра Алексеевна Петрова 79 ҫул тултарчӗ. Вӑйӑ картине тӑнисем вӗсене юрӑ-кӗвӗпе саламларӗҫ. И.Н. Кокшина вӗрентекен ҫак йӑла-йӗрке малашне те ан сӳнтӗр, малалла та аталанса пытӑр тесе сӑмах каларӗ».

Куҫарса пулӑш

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Унтан пурне те алла-аллӑн тытӑнса, пӗрлештернӗ пысӑк вӑйӑ картине хутшӑнма чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ситекре «Питрав пуххи» чӑваш культура фольклор уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3850624

Сурӑх картине кӗреп тесе йытӑ витине ҫакланнӑ кашкӑр пирки…

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Леш, ара, сурӑх картине кӗме шутланӑ кашкӑр ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Унтан пурте пӗрле тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн йӑла йывӑҫҫи лартса пысӑк уяв картине тӑчӗҫ, алла-аллӑн тытӑнса пирӗн пуласлӑх пӗрлӗхре пулнине ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сиктӗрмере — чӑваш культурин уявӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 8f%d0%b2e/

Паллах, вӑйӑ картине тӑракансем ҫав вӑхӑтра пӗр-пӗринпе улшӑнаҫҫӗ, ҫаврӑма тӑракан кашни ҫын хӗвел хӑвачӗпе ҫулталӑклӑх вӑй илет тесе шутлаҫҫӗ.

Конечно, участники меняются, считается, что каждый, кто входит в круг, заряжается энергией на целый год.

Ысыах // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AB%D1%81%D ... 0%B0%D1%85

Ҫынсем пӗр вырӑна пухӑннӑ май осуохай вӑйӑ картине йӗркелеҫҫӗ, вӑл пурнӑҫ ҫаврӑмне сӑнласа парать.

Всеобщее единение людей символизирует хоровод осуохай, означающий жизненный круг.

Ысыах // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AB%D1%81%D ... 0%B0%D1%85

Вара тӗттӗмре вӑрӑмтуна нӑйлатса вӗҫни, эрешмен картине лекнӗ шӑна асаплӑн нӑйлатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Эпӗ кил картине кӗтӗм те анкарти алӑкне уҫса мулкача хирелле кӑларса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 258–260 с.

Пӗринче, кӑнтӑрла иртсен, кил картине вутӑ ҫурма тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 258–260 с.

Пурте пӗр вӑйӑ картине тухнӑ пек туйӑнать, тумсем чӑпар та чипер чечек кӑшӑлӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫиелтен пӑхсан, Лидия Алексеевна пурнӑҫӗ хулленех хӑйӗн картине кӗрсе пынӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кил картине тайӑлтӑм, Килӗшӳ курки ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӑхсан, кӗркунне кӑнтӑралла вӗҫекен кайӑк хур картине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Тӑрӑр вӑйӑ картине! — илтӗнчӗ уҫӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Татьяна хӑйне каччӑсем ташлама чӗнсен те вӑйӑ-ташӑ картине тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех