Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗклӗхе (тĕпĕ: ирӗклӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Хурсем сарайсенче кӑна пурӑнакан кайӑк-кӗшӗк мар, вӗсем ирӗклӗхе, курӑк ҫисе тата ҫырма хӗррисенче ҫӳреме юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

«Смольный» патшалӑх музейӗн ӑслӑлӑхпа экспозици пайӗн заведующийӗ О. Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, институткӑсем тахҫанах ӗмӗтленнӗ ирӗклӗхе хаваспах тухнӑ пулнӑ; пӗр институтка хӑйӗн альбомне ҫырса хӑварнинче ҫапла палӑртнӑ пулнӑ : «вӗсем Зинӑпа фортепиано ҫинче тӑватӑ аллӑн еплерех «хӗрӳ» вылярӗҫ».

Согласно заведующей научно-экспозиционным отделом государственного музея «Смольный» О. Федоровой, институтки были рады вырваться на свободу, о которой давно мечтали; одна из институток в своих записях в альбом вспоминала, «как они с Зиной «жарили« на фортепиано в четыре руки».

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

— Эпир нихӑшне те чӗнменччӗ, анчах вӗсем, килсе тулчӗҫ те пире ҫакса, касса, ҫунтарса, персе вӗлерме тытӑнчӗҫ, эпир юн тӑкса илнӗ ирӗклӗхе пӗтерсе лартма хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ирӗклӗхе тухнӑ хыҫҫӑн малтанхи ҫулсенче Гренадӑн хӑйӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем пулман, мӗншӗн тесен утрава хӳтӗлес яваплӑха Аслӑ Британи хӑй ҫине илнӗ пулнӑ.

В первые годы после получения независимости Гренада не имела собственных вооружённых сил, поскольку ответственность за оборону острова взяла на себя Великобритания.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Октябрьти социализмлӑ аслӑ революци пире, чӑвашсене те, ӗмӗрхи пусмӑртан ирӗклӗхе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсемех, фашизм тапӑнса килсен, ашшӗсем ҫӗнтерсе илнӗ ирӗклӗхе сыхлама пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вута кӗреҫҫӗ, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗнчене историре пулман ҫӗнтерӳ кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ку эрнере шалти ирӗклӗхе туятӑр.

Эта неделя принесет вам ощущение внутренней свободы.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗлессӗр килет пулсан, шалти ирӗклӗхе туйса тӑнинче.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кун пек калаҫса кайсан, ҫынна вут тӗкес, вӗлерес тата тем те пӗр тӑвас ирӗклӗхе йышӑнасси патне те ҫитме пулать, тетӗр!

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫыннӑн хӑйӗн ӑшӗнчи ирӗклӗхе йышӑнманнинчен.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кашни хуларах, ӑна тӑшман пырса тапӑнас хӑрушлӑх хӑратса тӑрать пулсан, пирӗн халӑхӑн ҫавнашкал ополченине тӑвас пулать, Германи фашизмне хирӗҫ пыракан пирӗн отечественнӑй вӑрҫӑра хамӑрӑн ирӗклӗхе, хамӑрӑн чыслӑха, хамӑрӑн ҫӗршыва хамӑрӑн кӑкӑрсемпе хӳтӗлес тесе, мӗнпур ӗҫҫыннисене кӗрешӗве ҫӗклес пулать.

В каждом городе, которому угрожает опасность нашествия врага, мы должны создать такое народное ополчение, поднять на борьбу всех трудящихся, чтобы своей грудью защищать свою свободу, свою честь, свою Родину в нашей Отечественной войне с германским фашизмом.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Вӑрман витӗр Болотников, Ермак, Разин, Пугачев отрячӗсем иртрӗҫ, вӑрманта ирӗклӗхе шыракансем ирӗклӗх юррисем юрларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун чухне Стенькке ятлӑ хусах утаманӗ тискер патшана хирӗҫ кӗрешӗве ҫӗкленнӗ, хӑй патне хресченсене, ирӗклӗхе юратакан паттӑрсене чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑн хӗр чысне, хамӑн ирӗклӗхе сыхласа, тӑшман ҫине алӑ ҫӗклемелле пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хӑюллӑ та ҫирӗп чунлисен юрринче эс яланах ирӗклӗхе, ҫутталла мӑнкӑмӑллӑн чӗнекен чӗрӗ тӗслӗх пулӑн…»

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ вӑхӑтӗнчех ирӗклӗхе кӗрешсе илме, тӗрлӗ харампырсене ӗнсе ҫинчен пӑрахса ҫӗнӗ пурнӑҫ тума чӗннӗ поэт хӑй тахҫанах ӗнтӗ чӗррисем хушшинче ҫук, унӑн революци шухӑшлӑ, ҫулӑмлӑ сӑввисем вара чӑваш литературинче вилӗмсӗрлехе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Унта вӗсем хӑйсем революци ӗҫне чунтан парӑнни ҫинчен, кӗрешӳре тупнӑ ирӗклӗхе пурнӑҫа шеллемесӗр хӳтӗлеме хатӗр пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Раҫҫей гражданӗсем шанма пултараҫҫӗ% ҫӗршывӑн территорилле пӗрлӗхне, никама пӑхӑнманлӑхне тата ирӗклӗхе сыхласа хӑварӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Патшалӑх пуҫлӑхӗ, турхан, Ирӗклӗхе вӑл сӑнчӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Уйрӑмах ирӗклӗхе туяс килӗ.

Особенно важным станет ощущение внутренней свободы.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех