Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Анчах пӑх-ха эс ман алӑсем ҫине…
Ҫитрӗ ырӑ ҫуркунне // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӑматӑ тӗплесси ҫӑпата тӑвасси мар, ӑна ҫӗлеме ӑста алӑсем кирлӗ, майне пӗлмелле.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Кӑткӑс лару-тӑруран передача пама пултаракан ҫыхӑнтаракансене волейболла вылянӑ чухне питӗ хаклаҫҫӗ, ҫавӑнпа та хӑвӑрт чупакан урасем, ӑста алӑсем кирлӗ.
Пишпӳлекри "Парус" спорт шкулӗнче волейбол турнирӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... tn-3914485
Алӑсем мӗн чухлӗ нумайрах, ӗҫ ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах пырать.
Кистенлӗпуҫ волонтерӗ Алефтина Мордвинова ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3878911
Статистикӑпа килӗшӳллӗн, районти чылай организаципе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен алӑсем ҫитмеҫҫӗ.
Кӑнтӑр ҫимӗҫӗсем ҫитӗнтереҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%ba%d3%9 ... %ab%d3%97/
Пирӗн алӑсем ҫине страус пек пичет лартрӗҫ те, эпир ферма территорине кӗтӗмӗр.
"Башкирское долголетие" - пурнӑҫ ҫинчен // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3862733
Темиҫе хутчен: «Алӑсем ӑҫта?!» — тет хӑй тата.
«Хамах» тенипе малалла каяймӑн // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... bca%d0%bd/
Кушӑрханӑ алӑсем ҫепӗҫҫӗн, ӑшшӑн ачашлаҫҫӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Манӑн алӑсем лӑштӑрах усӑнчӗҫ…
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫынсем сахал, ӗҫлекен алӑсем ҫитмеҫҫӗ.
VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫум ҫумланӑ алӑсем хуп-хура, урасем те ҫӗр тӗслех.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Темшӗн-ҫке аса пуринчен ытла шуранка алӑсем кӗрсе юлнӑ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫак алӑсем тунӑ ӗҫсем, ахӑртнех, кӑвартан та хӗрӳрех пулас, — чӳречерен пӑхса илет асламӑшӗ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Юн тымарӗсем, ҫӑпата кантри евӗр, апла та капла явӑннӑ алӑсем тавра.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Узинӑн Алюнана алӑсем ҫине илес, улӑм капанӗ ҫумне хурас, мӗн кирлине илес килсе кайрӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ылтӑн алӑсем хатӗрленӗ тумсене.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ах мӗнле алӑсем кӗҫтеҫҫӗ унӑн шыҫмак пит-куҫне муталас кӑмӑлпа.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ӑна ачашшӑн алӑсем ҫине илсен, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе унран ӑҫапнине туйрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Хӑрӑлтатмах тытӑнать Левен, анчах кӑштахран тимӗр евӗр ҫирӗп алӑсем сасартӑк, пач кӗтмен чух, ирӗке яраҫҫӗ ӑна.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫӑпата кантри евӗр авкаланакан юн тымарӗсемлӗ алӑсем ҫын вӑй-хал ӗҫӗнчен пӗртте ютшӑнса тӑманнине пӗлтереҫҫӗ.
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.