Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Вырӑспа акӑлчан» сӑмахсене юриех кавычкӑна илтӗм, Мӗншӗн тесен, чӑваш, вӑл епле лайӑх вырӑсла е акӑлчанла калаҫсан та, пурпӗрех нихӑҫан та вырӑса е акӑлчана ҫаврӑнаймасть: унӑн чӑвашла сӑн-сӑпачӗ вӑл вырӑс е акӑлчан маррине инҫетренех кӑтартать.
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html
Ҫулсерен ирттерекен Квебекри Хӗллехи карнавал туристсене пӗтӗм тӗнчерен, ҫав шутра юнашар вырнаҫнӑ акӑлчан чӗлхиллӗ тӑрӑхсенчен те, илӗртет, ҫавна май ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хулари акӑлчан чӗлхиллӗ халӑх йышӗ самаях ӳсет.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Майӗпен, ҫапах та, акӑлчан чӗлхиллӗ халӑх экономикӑлла хӑвӑрт аталанакал анӑҫ еннелле куҫнӑ май тата ирландсене пӗчӗккӗн ассимиляциленӗ май, акӑлчан чӗлхи хулара хавшакланнӑ, хрантсус чӗлхиллӗ халӑх вара самай йышланнӑ, хальхи вӑхӑтра пысӑк тӳпе йышӑнни таран ҫитнӗ.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Ана пӗр-пӗр мыскараҫӑ ҫеҫ ҫырнӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ку ваннӑсен алӑк урати урлӑ пӗр акӑлчан та, пӗр акӑлчан майри те каҫман.
Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
— Акӑлчан, акӑлчан! — мӑкӑртатрӗ лешӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑрҫӑри ҫӗнтерӳсен мухтавне пайлас тӗлӗшпе акӑлчансемпе американецсем хушшинче темиҫе хутчен тытӑҫу пулса иртиччен акӑлчан чӗлхине пӗлекен ҫынсем кирли сисӗнсех каймастчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Оккупаци пуҫланнӑранпа унран никам та акӑлчан чӗлхи урокӗсем илесшӗн пулмарӗҫ, Абросимов хӑйӗн ачисене акӑлчан чӗлхине вӗрентмешкӗн арестленӗ коммунистӑн арӑмне мӗншӗн чӗнсе илнине Шура тавҫӑрса илеймест…
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Акӑлчан, — терӗ леш, шухӑшласа тӑмасӑр, мӗншӗн тесен акӑлчан пулсан, ылмашӑнма ҫӑмӑлтарах пулассине Гленарван аванах ӑнланать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах та эпӗ, вӑл акӑлчан хӗҫпӑшалӗ, акӑлчан машини вырӑнӗнче ӗҫленине пӗлсе, инквизитор ҫилленнине ним вырӑнне те хумарӑм.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Акӑлчансемпе французсен офицер-конструкторӗсем Донпа Кубань тӑрӑхне казак офицерӗсемпе Добровольчески ҫар офицерӗсене танксемпе ҫӳреме, акӑлчан тупписемпе пеме вӗрентме килсе ҫитеҫҫӗ, малтанласах Мускава ҫӗнсе илсе уяв тӑвас савӑнӑҫпа эрехетленеҫҫӗ…
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пушкӑртра пурӑнакансем хушшинче чи кирлӗ курссем даннӑйсен администраторӗн курсӗ, бухгалтери учечӗн, патшалӑх туянӑвӗсен сферинчи специалистӑн, программӑпа тивӗҫтермелли тестировщикӗн, акӑлчан чӗлхин курсӗсем чи кирлӗ курссем шутланаҫҫӗ.
Пушкӑртстанра 1500 ҫын тӳлевсӗр вӗреннӗ хыҫҫӑн ӗҫ тупнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... pn-4009614
Математика, физика, информатика, китай тата акӑлчан чӗлхи.
«Китайри аслӑ классенче вӗренекен ҫапла каласа парать…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/2213
Пӗрремӗш хут алӑ сехечӗ пирки 1571 ҫулта асӑннӑ, ун чухне акӑлчан патша майри Елизавета I Роберт Дадлирен парнепе яланхилле мар эреш — миниатюра сехечӗ — илнӗ.
Алӑ сехечӗ // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%87%D3%97
— Акӑлчан патши, леш Чирчӗл текенни, американсене пирӗн ҫине ҫав бомбине пӑрахма хушать тет вӗт-ха,тепӗр Китлерӗ…
Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Районти шкулсене математика, физика, хими, акӑлчан чӗлхине вӗрентекенӗсем кирлӗ.
Педагогсен августри канашлӑвӗ // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... i-kanaslav
Вӑл пире акӑлчан чӗлхине вӗрентес тесе темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Анат Чакӑ ялӗнчен пирӗн яла килсе ҫӳрет.
Вӗрентекенӗмӗр, сире тав сӑмахӗ! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -incen-yra
Манран санӑн юратнӑ вӗрентекен кам тесе ыйтсан, эпӗ тӳрех хама акӑлчан чӗлхине вӗрентекене Елена Геннадьевна Моисеевана — аса илетӗп.
Вӗрентекенӗмӗр, сире тав сӑмахӗ! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -incen-yra
Ирина Геннадиевна пӗр вырӑнта тӑмасть, вӑл «акӑлчан чӗлхине вӗрентекен» специальноҫа та вӗренсе ҫитнӗ, пуҫламӑш классенче тӗлӗнмелле чӗлхе урокӗсем вӗрентет.
Истори учителӗ — уйрӑм ӗҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... -m-3953004
Ашшӗпе амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ Гелсирень (акӑлчан учительници) Ульяновскинче пурӑнать.
Юсуповсем 70 ҫул хушшинче ҫитменнине ҫитернӗ, ытлашшине каҫарнӑ... // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51087-yusu ... ine-kacarn