Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айлӑмалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуп-хура урхамах, Шуркассинчен ҫиҫтерсе килни, улӑхпа айлӑмалла вӗҫтернӗ, енчен енне ҫапкаланса пыракан хуҫине хӑрушӑ вырӑнтан аяккарах илсе кайма хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйӑрлӑ ҫул, кӳлӗ лекки тавра ҫаврӑнса, сӑрталла улӑхать, вара анаталла, капрон карнӑ евӗр сенкер тӗтреллӗ айлӑмалла авкаланса кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑрт икӗ енчен айлӑмалла нимӗҫ танкӗсем шуса тухрӗҫ — хулана икӗ енчен хӗстерсе илесшӗн пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑртран айлӑмалла пӑхсан, унта та кунта тӳннӗ телеграф юписем, ҫунса хуралнӑ танк мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, хӑшӗсем халӗ те мӑкӑрланаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Айлӑмалла аннӑ ҫӗре вӗсем ҫул ҫинче иккӗшех тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Туран айлӑмӗ хӗрринчи тусем ҫинчен айлӑмалла чылай юханшыв юхса анать.

С окраинных гор стекает в Туранскую низменность немало рек.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Айлӑмалла тӑсӑлса тухакан сӑмсах пуҫӗнче бульдозерсем чаваланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешӗ, хӗнесе пӗтернӗ йытӑ ҫури пек, йынӑша-йынӑша айлӑмалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрман хӗррипе айлӑмалла утса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Часах трактор, нӑрӑ пек шуса, айлӑмалла анчӗ те курӑнми пулчӗ, ҫын ҫаплах вырӑнтан хускалмарӗ-ха, трактор анса кайнӑ еннелле тата тепӗр самант пӑхса тӑчӗ, вара, хӑйӗн ӑшӗ пусӑрӑннине туйса, яла кайма тесе сукмак еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан Цаупере ӳтне ҫӗклерӗҫ те айлӑмалла анма пуҫларӗҫ — чӗмсӗррӗн, васкамасӑр.

Затем подняли тело Цаупере и в молчании стали сходить в долину.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Кунталла! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Федя лашине айлӑмалла ҫавӑрса.

— Сюда! — заорал Федя, повертывая коня в лощину.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Темиҫе пин беженецсем, ҫӑлӑнас тесе, хӑйсен эшелонӗсене пӑрахса хӑварса анаталла, лачакаллӑ айлӑмалла тарма пуҫлаҫҫӗ.

Тысячи беженцев, спасаясь, побежали от своих эшелонов вниз, на болотистую равнину.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫулӗ, станцинчен вунултӑ ҫухрӑмра ларакан Нижнечирски станици патнелле, айлӑмалла пӑрӑнсан, хӗвеланӑҫ енче, Лисински тӑвӗсем ҫинелле улӑхнӑ ҫӗрте виҫӗ юланут курӑнса кайрӗҫ, тата ҫырмаран вӗсем патне иккӗн вӗҫтерсе тухрӗҫ.

Когда дорога свернула на равнину, падающую к станице Нижнечирской, — отстоящей от станции на шестнадцать верст, — на западе, на Лисинских предгорьях, замаячили всадники — трое, и еще к ним из балки выскочили двое.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл айлӑмалла сирпӗнсе анчӗ те, хӑлхисем питӗрӗннӗскер, ҫӗрпе хупланнӑскер, ури ҫине сиксе тӑчӗ.

Он скатился под откос, вскочил, обсыпанный землей, оглушенный.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫул сӑрт айнелле, айлӑмалла чупнӑ.

Дорога круто повела вниз.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ленька айлӑмалла чупса анчӗ, анчах шӑп ҫав вӑхӑтра сылтӑмра пулемёт тӑрӑлтатма тытӑнчӗ.

Ленька сбежал в лощинку, но в это время справа застлал ручной пулемет.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хӑй малашне мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшламасӑрах, Ленька айлӑмалла чупса кайрӗ.

Еще не придумав, что он будет делать, Ленька сбежал в лощинку.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Сӑрт ҫинчен айлӑмалла аванах анса ҫите пуҫланӑччӗ, юлашки йывӑҫ тӗмӗн туратне те алӑран ярса ӗлкӗреймерӗм, икӗ лапсӑркка шурӑ йытӑ ман паталла хаяррӑн вӗрсе пычӗҫ.

Я благополучно спустился вниз, но не успел выпустить из рук последнюю ухваченную мною ветку, как вдруг две большие, белые, лохматые собаки со злобным лаем бросились на меня.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Эпӗ тӑракан сӑрт айлӑмалла ҫип ҫапнӑ пек чӑнкӑ анать.

Холм, на котором я находился, спускался вдруг почти отвесным обрывом.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех