Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем мӗн калаҫни пӗтӗмпех мана ҫав тери айванла туйӑнчӗ, ӑслӑ, кирек мӗне те тӗрӗс хаклакан княгиня, унӑн кирек мӗне те шухӑшласа тӑвакан ҫемйи ҫавнашкал айванла сӑмахсене итленинчен, вӗсене хирӗҫ ответсем панинчен хам ӑшра тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанах вӑл, мӑнкӑмӑллӑн йӗрӗнсе, ҫав «айванла шӑхӑртнинче» кулӑшла енӗсене ҫеҫ тупма тӑрӑшса итлетчӗ; анчах ерипен-ерипенех — мӗнле майпа ҫапла пулса тухнине вӑл хӑй те тавҫӑрса илеймест — айванла шӑхӑртни ӑна илӗртсех пычӗ, чӗрене пырса тивекен тарӑн шухӑшлӑ кӗвӗсене вӑл ӑмсансах тӑнла пуҫларӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Айванла, генерал, питӗ айванла!
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тен, хӑтӑлӑпӑр, — ытла айванла капкӑна лекнӗшӗн хӑйне чӑвашла вӑрҫса илчӗ Иван.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Капла ыйтни питех те айванла пулса тухрӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
«Санӑн чӑн-чӑн туйӑмусене ӑнланас тесе, улталанса юласран хӑраса, эпӗ хама ытла та айванла тыткаларӑм», — тепӗр хут вуларӗ вӑл унти йӗркесене.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Санӑн чӑн-чӑн туйӑмусене ӑнланас тесе, улталанса юласран хӑраса, эпӗ хама ытла та айванла тыткаларӑм.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Тӗплӗн шухӑшламасӑр Чубайпа ҫыхланса айванла йӑнӑш туни ӑна канӑҫ памарӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Йӑла-йӗркене пӑхӑнмасӑр, туй-ҫуй тумасӑр арӑм пулнӑ ҫынна теттепе, хӑйне ачапа танлаштарни айванла пулнине ӑнланать-ха, пурпӗр темле ачалла савӑнӑҫ хыттӑн пӑчӑртать ӑна пур енчен.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Айванла калаҫатӑн, Ваҫли.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук шӑртланни Миххашӑн айванла курӑнчӗ:
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Подрядчик сӑмахӗсем Ҫтаппана айванла туйӑнса кайрӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Палламан ҫын сӑмахӗ Богдановшӑн та айванла туйӑнчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Раман ӑшчикӗнче айванла тӑвӑл ҫураҫусӑр алхасатчӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
«Конвертсӑр юрамасть. Атту кашнийӗ вуласа тухса сӑрӑпа варласа хума пултарать», — айванла шухӑшларӗ вӑл, тӗнчере ҫырусене тушьпа варалакан, мӗнпур чӗррине — туйӑмсене, шухӑшсене, ӳте пӗтерекен цензура пурри ҫинчен тӗлленменскер.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӗсем пурнӑҫа хӑйсем уйрӑлнӑ вырӑнтан пуҫласа ярӗҫ тесе шутлани айванла пулӗччӗ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тен, ку вӑл Завьялов хӑй ӑшӗнче ҫакӑн пек утӑм питӗ айванла пулассине туйнӑ пирки пулнӑ-тӑр: ӑна, пӗрремӗш хут пырса тухнӑ ҫынна, хула комитетӗнче ҫавнашкал справка пама пултараҫҫӗ-и-ха?
19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл хӑйсем машина ҫинче ларса килнӗ чух шухӑшлани, вӑл тылра мӗнле пуласси ҫинчен, темле хӗрсем ҫинчен, ташӑсем ҫинчен айванла, кулӑшла ӗмӗтленни пӗр самант хушшинчех ҫухалчӗҫ, унӑн пуҫӗнчен тухса ӳкрӗҫ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Санька чӗринче — темӗнле виҫесӗр хаваслӑх еккипе хутӑш — чӗлхе-ҫӑвара ҫыхакан кансӗрлӗх, айванла именӳ, хӗре тӳррӗнех куҫ хӑйса пӑхма чараканскер, хускалчӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.