Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тарӑн авӑра вӑл хуранти шыва вӗретнӗ пек вӗретет, тинӗсе те вӗресе тӑракан сӗрӗш пек тӑвать; 24. хӑй хыҫӗнчен йӑлтӑртатакан йӗр хӑварса пырать; тӗпсӗр авӑр шуррӑн та кӑваккӑн курӑнать.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуторта Яков Лукича пысӑк ӑслӑ, тилӗ пек чее хӑтланакан тата ҫавӑн пекех асӑрханса пурӑнакан ҫын тесе шутлаҫҫӗ, анчах ҫапах та вӑл акӑ, хуторсем тӑрӑх хаяррӑн ҫулӑмланса ҫӗкленнӗ кӗрешӳрен аякра тӑрса юлма пултараймарӗ, ҫав кӗрешӳ ӑна пӗтӗрӗнсе тӑракан авӑр пекех событисем ӑшне ҫавӑрттарса туртса кӗчӗ.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— «Тӗпсӗр авӑр уҫӑлчӗ-им»?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче сасартӑк «тӗпсӑр авӑр уҫӑлчӗ», «чул хӳме» купаланса ларчӗ, Обломов пулман пек, куҫран ҫухалнӑ пек, ҫӗтнӗ пек туйӑнчӗ; ун чӗрине йывӑр хуйхӑ пусса илчӗ; уйрӑлу хыҫҫӑн пӗр тус теприн патне пӑлханса васкать, анчах, тусӗ тахҫанах ҫуккине, вилнине пӗлет те, вара ҫавнашкал хуйхӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Асту эппин, — каларӗ Ольга, хӑй вырӑнне ларса: — Эсӗ иксӗр хушӑра «тӗпсӗр авӑр уҫӑлсан, стена ӳссе ларсан ҫеҫ» ӑна пӑрахатӑн.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн хушӑмӑрта тӗпсӗр авӑр уҫӑлсан е стена ӳссе ларсан ҫеҫ…Разве бездна какая-нибудь откроется неожиданно между нами, стена встанет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӗсем тӗпсӗр авӑр патне илсе пыраҫҫӗ, вара каллех пурнӑҫа хытӑ юратма хистеҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӗпсӗр авӑр уҫӑлать, ҫиҫӗм ҫиҫет… асӑрхануллӑрах пулӑр! — чеен каларӗ Ольга, Обломовӑн ытамӗнчен пӑрӑнса, ун аллисене зонтикпа аяккалла сирсе.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав авӑр урлӑ ярса пусма тӑрсан, унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килте ҫав тери ҫӑмӑл, вырӑнлӑ, кирлӗ, илӗртӳллӗ, телейлӗ пек туйӑнни халӗ ӑна сасартӑк темле тӗпсӗр авӑр пекех туйӑнчӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле тӗпсӗр авӑр унта?
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑс тӗксӗмленет, тасалӑха, айӑпсӑрлӑха хисеплесси ҫухалать; этем хӑйне хӑй те астумасть; вӑл ҫулӑмланса каять, вӑл хӑйне хӑй те тытса чараймасть — вара ура айӗнче тӗпсӗр авӑр уҫӑлать.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсенчен юрӑхлӑраххисене йывӑҫ авӑр лартнӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малтан тунан аялти пайӗнче — аҫа, каярахпа авӑр вӗҫнелле ама чечексем ҫурӑлаҫҫӗ.
Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№
Ку тӑрӑхра мӑн тинӗссем те ӑшӑх, Мӗн тарӑнни — куҫ — авӑр — тарӑнни.
«Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 111 с.
10. Сана курсассӑн, тусем чӗтресе ӳкрӗҫ, шывсем ыткӑнчӗҫ; тӗпсӗр авӑр сас пачӗ, аллине ҫӳле ҫӗклерӗ.10. Увидев Тебя, вострепетали горы, ринулись воды; бездна дала голос свой, высоко подняла руки свои;
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Шывсем мана чунӑм патне ҫитиех хупласа илчӗҫ, тӗпсӗр авӑр ҫавӑрса илчӗ мана; манӑн пуҫӑм тавра тинӗс курӑкӗ яваланчӗ.6. Объяли меня воды до души моей, бездна заключила меня; морскою травою обвита была голова моя.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: пилӗкӗре Вавилон патшишӗн ӗҫлеме авӑр, вара Эпӗ хӑвӑр аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр, 22. Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Вавилон патшишӗн ӗҫлӗр тенине, итлеместӗр пулсассӑн, 23. Эпӗ ҫапла тӑвӑп: Иудея хулисемпе Иерусалим таврашӗнче савӑнӑҫ сассипе хӗпӗртӳ сасси те, кӗрӳ каччӑ сассипе ҫураҫнӑ хӗр сасси те илтӗнмӗ, ҫак пӗтӗм ҫӗр ҫинче этем йӗрри те пулмӗ, тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне Унӑн халӑхӗ авалхи кунсене, Моисей кунӗсене, аса илнӗ: Хӑйӗн Таса Сывлӑшне вӗсен чӗрине хываканӗ, 12. Хӑйӗн аслӑ вӑй-хӑвачӗпе Моисее сылтӑм аллинчен тытса пыраканӗ, Хӑй валли ӗмӗрлӗх ят тумашкӑн вӗсен умӗнчи шыва икӗ енне уйӑраканӗ, 13. вӗсене, лашана ҫеҫенхир тӑрӑх ҫавӑтса пынӑ пек, тӗпсӗр авӑр урлӑ такӑнтармасӑр каҫарса яраканӗ ӑҫта-ши?
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.