Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑтса (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та ҫара юрӑхлӑ арҫын ачасем пӗри те, салтака каймасӑр пӑрӑнса юлман, пурте «паттӑрлӑх» шкулне чӑтса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Матак ялӗн танкисчӗсем // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... tankiscsem

Ачалӑхӗ питӗ йывӑр килнӗ, выҫлӑх ҫулӗсене чӑтса ирттернӗ, йывӑр ӗҫре авӑннӑ пулсан та Анатолий Трофимович ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлӗпе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачи, ӗҫ ветеранӗ // А.ИВАНОВ. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%97/

Унӑн ҫемйи выҫлӑх мӗнне туллин туйнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи тата хыҫҫӑнхи ҫулсен нушине чӑтса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачи, ӗҫ ветеранӗ // А.ИВАНОВ. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%97/

Ертӳҫӗсем — агрохолдинг гендиректорӗ — тӑхӑр теҫетке пуҫтарса пыракан ывӑнма пӗлми Иван Казанковран пуҫласа Мускавран килнӗ КПРФ Тӗп комитечӗн Пӗрремӗш секретарӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юрий Афонинпа ыттисен хӗрӳ саламӗсем хыҫҫӑнах сцена ҫине тахҫанах халӑх хисепӗ пулса тӑнӑ Вячеслав Христофоровӑн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗ тухсан, чылайӑшӗ чӑтса тӑраймарӗ, ташша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Вӗсем хушшинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернисем те, ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче тӑрӑшнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Юбилей ячӗпе саламларӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%8e%d0%b ... %81%d1%83/

— Э, шаккалсем, шывра шӑмпӑртатма пуҫланӑ та ӗнтӗ, — чӑтса тӑраймарӗ шӑрӑх вӑхӑтра ҫӳҫӗ типичченех шыва тепре чӑмма юратакан Саша.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Лайӑхах тунӑ-и? — чӑтса тӑраймарӗ Степа, хӑйӗн ӗҫӗ мӗн тери вырӑнлӑ е вырӑнсӑр пулнине пӗлесшӗн ҫунаканскер.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Эп хам та… чӑтса курнӑ ачарах чухне.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ыттисем те чӑтса тӑраймарӗҫ — пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Куҫта пичче хӑйне орден пани ҫинчен пӗрре те ҫырман, — чӑтса тӑраймарӗ Степа та, — унӑн вара Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ иккӗччӗ, унтан тата леш… ну, пысӑк ҫутӑ ҫӑлтӑрли…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Чӑтса тӑраймарӑмӑр — тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Тен, хӑй ӑна пӗрре кӑна та мар уҫа-уҫа вуланӑ, тахҫан мӗн курнине тепӗр хут чӑтса та ирттернӗ, ҫапӑҫури паттӑр тусӗ-юлташӗсене тепӗр хут та курнӑ, ҫухату хуйхипе ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне те чӑтса-туйса ирттернӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Вӑл та ҫитмесессӗн, — чӑтса тӑраймарӗ Степа шухӑшӗпе хавхаланнӑ Миша, — колхозра ӗҫленӗшӗн хамӑра тивекен укҫана та хӗрхенсе тӑмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ешӗл пустав ҫине пуссан, ачасем чӑтса тӑраймарӗҫ: выртса йӑваланма, пуҫхӗрлӗ чикеленме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Чӑтса тӑраймарӗ Степа, вырӑнтан тапса сикрӗ те, Маринене хулпуҫҫи ҫине лартса, ачасен умӗпе чупса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Класри калаҫу // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Эсир иксӗр те сӑрӑ хуртсем! — чӑтса тӑраймарӗ Коля.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Урра-а! — чӑтса тӑраймарӗҫ сада каякансем.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Ну, ҫак йӗркесене вӗренмесӗр епле чӑтса тӑма пулӗ? — те хӑйӗнчен, те ачасенчен ыйтать Игорь.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Чӑваш е вырӑс литератури урокӗнче сӑвӑ вулама тытӑннӑ-тытӑнман Игорь хӑйне кӑсӑклантаракан ыйтӑва памасӑр чӑтса ларма пултараймасть:

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех