Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тиенӗ (тĕпĕ: тиен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаксене пурне те ял волонтерӗсем ялти ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пухнӑ укҫа-тенкӗпе туяннӑ та тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫсем пӗтӗмӗшле ӗҫе хӑйсен ӗлӗшне хываҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... va-3883325

Тоннаж тесе суднӑн мӗнпур йывӑрӑшне, урӑхла каласан, судно кирлӗ пек путса тӑнӑ чухне унӑн хӑйӗн тата хӑй ҫине тиенӗ грузсен йывӑрӑшне калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Люцерна уйӗнчен тулли тиенӗ КАМАЗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, МТФ-ри сенаж шӑтӑкне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сенаж — траншейсенче, утӑ — рулонсене // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ne-3848969

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ялсенчи арҫынсем пурте фронта кайсан, вӑл конюхра та ӗҫленӗ: лашасемпе урапасем ҫине тырӑ тиесе, элеватора ҫити йывӑр михӗсем тиенӗ лавсене ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

«100 ҫул тултарнине уявлама чӗнместӗп» // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -p-3851400

Ҫапла, акӑ, пушӑ вагонпа тиенӗ вагон пӗр пек хӑвӑртлӑхпах касса пыраҫҫӗ пулсан та, пушӑ вагона чарма тиенӗ вагона чарассинчен ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Паровоз рельссем ҫинче тӑракан пушӑ вагона тата тиенӗ вагона пӗр пек вӑйпах тӗртсе ярсан, вӑл вагонсем тӗрлӗ инҫӗше куҫса каяҫҫӗ, урӑхла каласан, паровоз вӗсене тӗрлӗ пуҫламӗш хӑвӑртлӑх парать.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

10-15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑх тиенӗ пысӑк машинӑсем, йывӑррӑн мӗкӗрсе, ҫӑра та хура тӗтӗм кӑларса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Урапи ҫине тӳпемиех тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Давыд Егорович ачасемпе, вӗсен ашшӗсемпе сывпуллашса, кӑшман тиенӗ машина патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Кузовне тӳпемиех сахӑр кӑшманӗ тиенӗ КамАЗ ҫӗмӗрттерсе хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Виҫӗмкун спортплощадкӑна тӑкма шурӑ хӑйӑр тиенӗ чухне те пилӗкӳ «хускалнӑччӗ».

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Разъезд тӗлӗнчен уҫӑ платформӑсем ҫине хыр пӗренесем, ик айккине те тикӗсленӗ хӑма, шифер тиенӗ состав чашлаттарса иртсе кайрӗ, хӑвӑртлӑхне те чакарса тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

2023 ҫулта 730 пин тонна продукци 327 млн долларлӑх тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт предприятийӗсем чикӗ леш енне 6,4 пин тонна тулӑ сутнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3836327

550-мӗш стрелоксен полкӗн 120 миллиметрлӑ миномет расчечӗн командирӗ А.П. Табаков, 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хӑйне пӑхӑнса тӑракансемпе пӗрле, Кенигсберг хулинчен ҫурҫӗреллерех стрелоксен подразделенисенчи ҫар йӗркисемпе ҫапӑҫса, тӑватӑ минометпа пеме пуҫланӑ, боеприпассем тиенӗ икӗ автомашинӑна тата танксене хирӗҫ перекен икӗ туппа персе аркатнӑ, тӑшманӑн тӑватӑ пулемет точкине пӗтернӗ.

Командир миномётного расчета 120-миллиметрового миномёта 550-го стрелкового полка А. П. Табаков с подчинёнными 28 января 1945 года, действуя севернее города Кенигсберга в боевых порядках стрелковых подразделений, подавил огонь четырёх миномётов, подбил две автомашины с боеприпасами и два противотанковых орудия, ликвидировал четыре пулемётные точки врага.

Табаков Александр Порфирьевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Акмалли вӑрлӑха автомобиль транспорчӗпе тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан вӑрлӑх экспортне тӑватӑ хут ӳстернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3812887

Вӑрлӑх материал тиенӗ пӗтӗм ҫӑка 199 фитосанитари сертификачӗ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан вӑрлӑх экспортне тӑватӑ хут ӳстернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3812887

Карантин организмӗсене фитосанитари экспертизисен результачӗсем тӑрӑх тупса палӑртман, тиенӗ пӗтӗм продукци ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсене тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан вӑрлӑх экспортне тӑватӑ хут ӳстернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3812887

Кӳлнӗ урапа ҫине тиенӗ чӑматансемпе тӗрлӗ тӗркесене Кольӑпа Алик, ҫитӗннӗ арҫынсем пекех, тирпейлӗн вырнаҫтарса хучӗҫ, вӗренсемпе ҫыхса ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Чавса кӑларнӑ тӑпрана баржӑсем ҫине тиенӗ те ӑна шывӑн аяларахра вырнаҫнӑ юххинче е океанра пушатнӑ.

Вынутый грунт грузили на баржи и сбрасывали ниже по течению реки или в океан.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Хӑшӗ туяннӑ вут-шанкӑ тиенӗ, унталла та кунталла вичкӗнрех пӑхаканнисем «вӑрманта тӗрӗс мар» выртнине тупса тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех