Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайри кӗлете, ҫӑмарта складне… тата кайри пӳрте сутсан — тен пуҫтарӑнать те пулӗ парӑм татмалӑх….
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗртен-пӗр ывӑлӗ Микула итлемерӗ ашшӗне: ҫӑмарта хуҫи шутне кӗрсен, кив пӳрте каялла сиктерсе лартрӗ (ӑна вара кайри пӳрт тенӗ), малти пӳрчӗ валли ятарласа ҫармӑс енчен шултра хыр пӗренесем турттарса килчӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшине ҫичӗ картлашкаллӑ ҫенӗк умӗ тутарчӗ, икӗ пӳрчӗн никӗсне те кирпӗчпе ҫирӗплетрӗ, тӗренче вырӑнне хӑмапа виттерсе пӳрчӗсен ҫивиттисене ҫиелтен сӑмалапа сӑрлаттарчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл кайри урисем ҫине тӑрсан, София ашшӗнчен, самаях пысӑк та мӑнтӑр ҫынран та ҫӳллӗрех пулӗ, анчах та вӑл, путсӗр, кайри урисем ҫине тӑма пултараймасть.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Федюша ӑна кайри уринчен туртса верстак айӗнчен кӑларатчӗ те, вара ыраттаричченех асаплантарса тӗрлӗ мыскарасем тутаратчӗ, е кайри ури вӗҫҫӗн ҫӳреттеретчӗ, е ӑна, чан вырӑнне хурса, хӳринчен хытӑ туртса ҫӗклетчӗ те, ку вара, мӗскӗн, ниҫта кайса кӗреймесӗр нӑйкӑшса вӗретчӗ, Федюша ӑна табак та шӑршлаттаратчӗ.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Пӗтӗм вӑйран вӑл кайри урисем ҫинче тӗрев тупма пикенчӗ; анчах малтисем вӗҫерӗнсе кайса шыва путма пуҫласанах, пӑр кайри урисем айӗнче те катӑлса тухрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
«Ҫӗрпел ял поселенийӗ» позицире «Кайри Тукай ялӗ» сӑмахсене «Кайри Тукай ялӗ» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Опытсем кӑтартнӑ тӑрӑх, сывлӑш япала куҫса пынине кансӗрлесси япалан малти ҫийӗпе кайри ҫийӗн форминчен питӗ нумай килет.
Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнчи Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан Евдокия Афанасьева 105 ҫул тултарнӑ.
Кайри Тукайри кинемей 105 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38502.html
Акӑ вӑл кайри урисем ҫине ҫӗкленчӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Пӗри чӳречерен, пуҫне каҫӑртсах, тем пӑхса ларать, тепри чӗркуҫҫийӗ ҫине хунӑ кӗнекине вулать, кайри ретре уҫҫӑнах пӑшӑлтатса калаҫни, чӑхлаттарса кулни илтӗнет…
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кайри урисем ҫине ларчӗ вӑл малтан, унтан хуҫӑк урине, малтине, кӑштах ҫӗклесе Вовӑна куҫ сиктермесӗр тенӗн савӑнса, тулли кӑмӑлпа: «Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳрерӗн ку таранччен?» — тенӗн пӑхма тытӑнчӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вӗрентнӗ лашасем кайри урисем ҫине тӑрса ташлаҫҫӗ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Юр ҫинче ҫуна тупанӗсен йӗрӗсем юлчӗҫ, вӗсен варринче — лашан кайри урисен таканла йӗрӗсем.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ки-как, ки-как хуркайӑк, Кайри мала ан тейӗр.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Автобус ҫинче, кайри ларкӑч патӗнче, йӗкӗрешсем майлах пӗр пек Мидхатпа Ваҫук тӑрса пыраҫҫӗ.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫенӗкре, ҫӗр урайӗнче, пӗчӗкҫеҫ хуран ҫакӑнса тӑрать; кӗтесре — сурӑх тирӗпе ури-мӗнӗ, сак пекки ҫинче — пушӑ куркасемпе пушаннӑ эрех кӗленчи; Шӑнкӑрч, пуҫне ҫӗклесе, ун-кун тӗсет те ҫенӗкӗн ҫӳлти каштинчен сурӑх кӳлепи ҫакӑнса тӑнине асӑрхать: пурте тӗрӗс-тӗкӗлех — кайри пӗҫҫи ҫеҫ ҫук…
Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Автоматсем черет панӑ, кайри «опель» малти ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вара председатель те, Гриша та кӗтмен япала килсе тухнӑ: Светлана сӗтел умӗнче ларакан тайӑнмалли пукан патне пырса тӑнӑ та, ӑна, кайри уринчен тытса, малтан сылтӑм аллипе, унтан сулахай аллипе ҫӗклесе кӑтартнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Акӑ малти тата кайри рифмӑллӑ йӗркесем:
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Кайри пӳлӗме кӗрсенех Хвекла, Ҫимуна хывӑнтарса, урине ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнтартрӗ, матрӳшке чейӗ лартса пачӗ…
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.