Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваҫилен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кравать ырланӑ пек чӗриклетрӗ, Ваҫилен пухӑннӑ пӑшӑрханӑвӗсене ҫиеле кӑларса юрасшӑн ахлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн те пулин тумаллах, — сасартӑках вӑранчӗ Ваҫилен янравлӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Елинка хута ҫӗклерӗ, Ваҫилен кофтин кӗсйине чикрӗ, каяс умӗн пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Бригадир пулнӑ май Ваҫилен унӑн ушкӑнне хӑйӗн сумалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кӑш (соболь) тирӗнчен тунӑ виткӗҫ ури ҫинче — минтерӗсем вара путнӑ куҫҫуллипе, — Ваҫилен мӗскӗн пурнӑҫне ҫапла хаклаҫҫӗ ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Туй вӑхӑтӗнче, чӑвашсен вӑл эрнипех пырать, пысӑк тӳшек ҫине Ваҫилен хаваслӑ тусӗсем ҫулталӑкри ачана хураҫҫӗ, хӗрарӑмсем юрла-юрла ачана кимӗ ҫинчи пек ярӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен вӑйӗ пулмасан та, тем пек выртса канас килсен те вӑл чӑтрӗ, ӑнланчӗ — хуйхӑпа пӗкӗрӗлнӗ ҫынсем ыттисен савӑнӑҫне те пулин пӗрле пайласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен тин ҫеҫ ывӑннипе вилӗм тӗсӗ ҫапнӑ, халӗ вара савӑнӑҫ туйӑмӗсемпе улшӑннӑ пичӗ ҫумне пепкене илсе пырса хучӗҫ, амӑшӗ ӑна тытас тесе аллине ҫӗклерӗ, памарӗҫ, чӗркеме илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ларасчӗ ҫак йывӑр ӗҫпе тата выҫӑпа халтан кайнӑ сӳпӗлтетӳҫӗсен пӗрле пухӑнса, шутласа илесчӗ — Ваҫилен саккунлӑ упӑшки — Ванюш тимӗрҫӗ салтака хӑҫан тухса кайнине.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен кучченеҫӗ упӑшкинчен мар ахӑр…

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях пулмасть Ваҫилен чи ҫывӑх тантӑшӗ малтанхи ачине ҫуратнӑ вӑхӑтра вилсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗкскер, услам ҫу катӑкӗ пек, ҫавракаскер, ача-пӑча юмахӗнчен тухнӑ пек туйӑнаканскер, Ваҫилен шуралса кайнӑ сӑмсипе питҫӑмартисене курсан вӑл чӗпӗтекен юрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку сӑмахсенчен Ваҫилен чунӗ ӑшӑнчӗ, сивӗ каялла чакрӗ тейӗн, вӑл ҫӗкленчӗк кӑмӑлпа малалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ир-ирех Ваҫилен тусӗ Наҫтук килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Ҫав самантра Ваҫилен амӑшӗ, Хвекла, хӑй ҫине йӑтӑнса аннӑ инкекшӗн хуйхӑрса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Халӗ вара, юлташсем, Ваҫилен килӗ умне каяр, — хушрӗ кӗвӗҫ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уполномоченнӑйӗн сулахай куҫӗ кӑвакарни Ваҫилен «юратуллӑ парни» пулни пирки ялта пурте калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен юлташ-хӗрарӑмӗ Нюҫҫа, тӑлӑх арӑм, хӑйӗн вӑрттӑн юратӑвӗ Валерий Викторович военрук ҫине вӑрттӑн пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен шкул тетрачӗн варринчен иккӗллӗ хут кӑларса илчӗ те ҫапларах ҫырчӗ ун ҫине: «Мана тата манӑн ҫемьене колхозран кӑларма ыйтатӑп. Ф.И. Земляков».

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗҫӗ ҫакӑнта, Ваҫилен ашшӗ, Хӗветӗр Земляков, ҫирӗм тӑххӑрмӗш ҫулта пӗр «ҫаврашка» ӗҫе пула лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех