Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26. чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27. анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем вара парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳрсе тӑнӑ, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ; вӗсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри таса ӗҫсене тунӑ тата, Турӑ чури Моисей вӗрентсе хӑварнӑ пек, Израиль халӑхне ҫылӑхӗсенчен тасатса, уншӑн кӗлтуса, парне кӳрсе тӑнӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа пӗлӗт юпа ӑшӗнче аннӑ та кӗлӗ чатӑрӗ умне тӑнӑ, Вӑл Ааронпа Мариама чӗннӗ, вӗсем иккӗшӗ те тухса тӑнӑ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Левитсем тасалнӑ, хӑйсен тумтирӗсене ҫуса тасатнӑ; Турӑ умӗнче Аарон вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене тунӑ, вӗсем таса пулччӑр тесе, Аарон вӗсене тасатнӑ; 22. ҫакӑн хыҫҫӑн левитсем Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умӗнче пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ левитсене тасатса Мана халалласассӑн, вӗсем вара пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Мана Израиль ывӑлӗсем вырӑнне панӑ: 16. Израиль ывӑлӗсен вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗ вырӑнне Эпӗ вӗсене Хам валли илетӗп, 17. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнисем — этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — пурте Манӑн: Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пӗтӗмпе пӗтерсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене Хам валли тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм те 18. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне левитсене илтӗм; 19. вара левитсене Израиль ывӑлӗсем хушшинчен уйӑрса Ааронпа унӑн ывӑлӗсене патӑм, вӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑччӑр, Израиль ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑн патне пырса ан пӗтчӗр тесе, вӗсене Израиль ывӑлӗсене сыхласа хӑваракансем турӑм, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсене ҫапла пиллӗр, вӗсене ҫапла калӑр, те: 24. Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр, сана сыхласа усратӑр!
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем: 25. вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле 26. тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла; 27. кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр; 28. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 18. Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр, 19. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр; 20. вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тапӑр ҫула тухас умӗн Ааронпа унӑн ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑна тата сӑваплӑ вырӑнӑн мӗнпур япалине витсе пӗтерсессӗн, вӗсене ҫӗклесе каймашкӑн Кааф ывӑлӗсем пырса тӑрӗҫ; анчах вилес мар тесессӗн, вӗсен сӑваплӑ вырӑна сӗртӗнме юрамасть.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ; 6. унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 7. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла; 8. вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 9. унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ; 10. унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ; 11. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисемшӗн вӑл таса сикль виҫипе пин те виҫҫӗр утмӑл пилӗк [сикль] кӗмӗл илнӗ; 51. Моисей, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, [ытлашши пулнисемшӗн] тӳленӗ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене панӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Левитсемпе танлаштарсассӑн, Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисем икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын ытларах, вӗсене тӳлесе илмешкӗн 47. кашни ҫыншӑн пилӗкшер сикль ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пултӑр, 48. левитсен шутӗнчен иртнисемшӗн тӳленӗ ҫакӑ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пар, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Кӗлӗ чатӑрӗн мал енне, пуху чатӑрӗ умне, тухӑҫ енне, Моисей тата Израиль ывӑлӗсен вырӑнне сӑваплӑ вырӑна астуса тӑракан Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тапӑр лартмалла; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ, 2. Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар; 3. кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ; 4. анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Синай пушхирӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗн мӗнпур арҫыннине вӗсен йӑхӗсем тӑрӑх, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ячӗсем тӑрӑх йӑлтах шутласа тухӑр: 3. Израилӗн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ҫыннине — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — хӑйсен ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр, Ааронпа иксӗр шутласа тухӑр; 4. сирӗнпе пӗрле кашни йӑхран пӗрер ҫын, хӑй йӑхӗнче пуҫ пулса тӑраканскер, пулмалла.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла; 6. вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур; 7. [кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ; 8. ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 9. вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Израиль килӗнчен е ютран килсе Израиль ҫыннисем хушшине [вырӑнаҫнисенчен] кам та пулин пӗр-пӗр сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе хӑйӗнчен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳрет пулсассӑн, 19. вӑл ҫапла Турӑран ырӑлӑх тупас тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр ар выльӑх пулмалла, шултӑра выльӑх, сурӑх, качака пулмалла; 20. айӑплӑ выльӑха нихӑшне те [Ҫӳлхуҫана] ан парӑр: вӑл сире ырӑлӑх кӳмӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: вӗсем Израиль ывӑлӗсенӗн сӑваплӑ япалисене сыхлануллӑн тыткалаччӑр, Мана халаллакан парнисем урлӑ Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларччӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.