Çĕннисем
Тепӗр те тепӗр тесен, ыран та кун пулать, ан тив, вӑл паян сӗлкӗш-ха, ун чух, тен, савӑк пулӗ…
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Каярахпа ӑнланса илчӗ: ҫутҫанталӑкӑн йӑли-йӗркипе шартлама хӗл хыҫҫӑн ӑшӑ ҫуркунне ҫитекенччӗ.
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Малтанлӑха, чӑн та, йывӑр шухӑш ҫине-ҫинех капланса сӗвӗрӗле те пӗлместчӗ.
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Пуҫа чул ҫумне ҫапсан та ним тӑвас ҫук.
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Алексее, ав, ачалӑхӗ те ачашламарӗ, халӗ каллех…
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Пӗрисен урапи пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх темле ҫӑмӑллӑн та тикӗссӗн, аванах кӑлтӑртатса кусса иртет, теприсен вара…
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Ах, кашни ҫыннӑн пӗр пек мар-ҫке вӑл!
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Анчах пӗрешкел килмест ҫеҫ.
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Ҫапла ҫав, ҫапла пурин те ҫамрӑклӑх пулать.
VII // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Вӗсен калаҫӑвӗ пурнӑҫ пекех вӗҫӗмсӗр те илемлӗ, асаилӳ пекех тутлӑ пулчӗ.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Тем ҫинчен те калаҫрӗҫ — калаҫу вӗҫне тухаймарӗҫ.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
1969-мӗш ҫулхи Ҫӗнӗ ҫул ирне вӗсем палатӑра иккӗн ҫумма-ҫуммӑн ларса кӗтсе илчӗҫ.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Ирина, ак, яла кайсан, ҫула май кӗрсе, учебниксемпе пӗрле вӗренме кӗмелли йӗркене пӗлсе килме пулчӗ.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Канаш хули вӗсен ялӗнчен инҫех мар, унта вара — техникумпа училищӗ пӗр тӗлтех, урам урлӑ ҫеҫ.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Иккӗшӗ те заочно вӗренӗҫ, пӗр-пӗрне пулӑшӗҫ…
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Ма тытӑнса пӑхас мар.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Тен, ура ҫине те тӑрӗ…
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Телее, аллисем те йӗркеленнӗ пек-ха.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Шкулта задачӑсемпе примерсен ответне учительпе харӑс кӑларатчӗ.
VI // Валерий Шарапов. В. В. Шарапов. Уйӑх ҫаплах ҫутатать: повесть — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 60 с. — 3-60 с.
Шут-йӗре маҫтӑрччӗ вӑл.