Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пратьякас Енӗш ялӗнчи ҫӗнӗ лавккана 2021-2025 ҫулсем валли пӑхса хӑварнӑ комплекслӑ аталану программипе килӗшӳллӗн ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Канашри райпо председателӗ Валентина Козлова пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккана ҫынсене кирлӗ мӗн пур таварпа туллин тивӗҫтернӗ, ялта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне шута илсе ассортимента тата та пуянлатса пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Ял халӑхӗ тахҫантанпах кӗтнӗ суту-илӳ ҫуртне рабочисем виҫӗ уйӑхра хӑпартса хута яма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа вырӑнта пурӑнакансене Чӑваш Республикин потребительсен обществин союзӗн председателӗ Валерий Павлов тата округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Пратьякас Енӗш ялӗнче Канашри райпо ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Вӗсен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтак арӑмӗ те пулнӑ, хӗрарӑм ҫар ҫыннисен ҫемйине патшалӑх енчен кӳрекен ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

Ҫавӑн пекех ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе те йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

Хальхинче вӗсем ялта пурӑнакансемпе килес ҫулхи коммуналлӑ тӳлев тарифӗсен индексацийӗ пирки, Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсенче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнасси тата ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра йӗркере тытса тӑрасси ҫинчен калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

Администраци ҫуртӗнче округ пуҫлӑхӗпе Сергей Михайловпа информаци кунӗнчи тӗп темӑсене сӳт-се явнӑ хыҫҫӑн ушкӑн ертӳҫисем ҫула тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

Ял-салара пурӑнакансемпе тӗл пулма Шупашкартан Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

Юнкун Канашри муниципаллӑ округра черетлӗ пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

Ҫулсем ҫинче пулакан инкексен шучӗ 3,5 хут чакасси те куҫ кӗретех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

«Автодор» ГК палӑртнӑ тӑрӑх, 2030 ҫул тӗлне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑрӑх пассажир юхӑмӗ 11 млн ҫынна, тиев – 18 млн тонна ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Олег Николаев Раҫҫей Президентне йышӑннӑ йышӑнусемшӗн, регионсем валли уҫакан майсемшӗн тав тунӑ, ҫынсемшӗн тата бизнесшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсем хута яма витӗм кӳнӗшӗн ырланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Чӑваш Ен магистраль ҫинчи ытти хулапа ҫывӑхлатнипе пӗрлех пирӗн регион урлӑ каҫакан автотрасса ҫине лекекен пысӑк тиеве, транспорт юхӑмне чакарма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

М-12 магистраль республика урлӑ иртекен ҫул хута кайнӑ май, Мускав – Хусан маршрутпа ҫуреме меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Ҫак ыйтусене раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ВДНХ-ра иртнӗ «Раҫҫей» куравӗнче федераллӑ экспертсемпе тата ытти регионсенчен килнӗ ӗҫтешсемпе автотуризм аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ», – тесе хушса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Туризм аталанӑвӗн тата автотуризм сегменчӗн тараватлӑхӗн индустрийӗсене хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Автотуризм активлӑ аталанӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Паянхи ҫул уҫӑлнине пула Чӑваш Ен Тӗп тата Ҫурҫӗр-Анӑҫ федераци округӗсенчи хуласемшӗн ҫывӑхрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех