Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Мӗнлерех-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юрӑсене вуласан, малтан Тиллин ача чухнехи сӑнарӗ курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юрӑра ун яланах мехел ҫитсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юрӑҫӑ-старик пурӑннӑ пурнӑҫра асапне те, хӗнне те пайтах курнӑ, тар юхтарнӑ, куҫҫуль тӑкнӑ, — юрлама пӑрахман: пӗтӗм ӗмӗрне юрласа ирттернӗ, ҫавӑнпа унӑн юррисем халӑх чӗринче юлнӑ, шухӑшӗсем халӑх ӑс-тӑнне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли юррисенче философла шухӑшсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ, ҫапах та вӑл хӑйне философ тесе шутламан (вӑл, паллах, философ тесе кама каланине те пӗлмен); унӑн юррисенче тем чухлӗ илем, анчах вӑл хӑйне поэзи ӑсти вырӑнне шутламан.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Шутланӑ-ши Тилли старик унӑн юрри-сӑввисем, халӑх хушшинче сарӑлса, якалса, илемленсе пырса, мехел ҫитсен, поэзи ахахӗ пулса тӑраҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Мехел ҫитсессӗн ҫумӑр ярӑнать, Ҫунатлӑ чун ҫӳлтен ҫӗре анать, Чечек папки илемлӗн ҫурӑлать, Йӗркипелен юрри те юрланать — Мехел ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫапла, тӗрӗс ҫырать поэтӑмӑр:

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ку вӑл диалектика законех: хисеплӗх пахалӑха куҫни!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Акӑ, хайхискер, мехел, патнех-патнех ҫывхарчӗ, ҫитрӗ — сиссе та юлаймарӑмӑр, чечек сиксе тухрӗ, анасларӗ те сарӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫапах та мехелӗ ҫитмен те — вӗсем чечексем мар-ха, папкасем, ҫеҫкесем ҫеҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халь-халь куҫӗсем уҫӑлас пек, чечек сӑнӗ, илемӗ курӑнас пек силленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫеҫкисем чӑмӑртанса тухаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫурӑлман-ха, уҫӑлса каяйман-ха…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кашниех пан улми ҫитӗнтерсе, ҫӗнӗ йывӑҫ ӳстересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пахча тулли улмуҫҫи.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ӑшӑ ҫуркунне.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Мехел ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ыйтсамӑр пахчари улмуҫҫирен: Ма ун ҫеҫки, чӑмӑртансах ҫитсен, Тепре ҫӗр каҫатех ҫурӑличчен?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Мехел тени мӗскер тени иккен?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫав сӑвӑранах тепӗр тӗслӗх илер:

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех