Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хусанкай сӑввисен хӑйне евӗр рифмисене, вӗсен янравлӑхне кӑтартса парас тесе, тата пӗр-ик тӗслӗх илсе пӑхар-ха.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ун пек ҫерҫи-сӑвӑсен илем мар, ҫара ӳт-тирне витмелӗх мамӑкӗ те, тӗкӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Урӑхла пулсан, вӗсем ҫара ҫерҫи пекех.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сӑвӑсен илем, шухӑш пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Нациллӗ колорит» поэзие те тем пекех кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Н. Г. Чернышевский, романсемпе повеҫсем ҫинчен ҫырнӑ май, колорит пирки ҫакӑн пек каланӑ: «Без местного колорита в обстановке, без национального элемента в действующих лицах никак не могут обходиться настоящие романы, настоящие повести. Без местных красок и без национальных обычаев, мыслей, национальных характеров в действующих лицах нет ни вида реальности — правдоподобия — в действии, ни осязательности в действующих лицах. А без этих условий нельзя обходиться романам, повестям».

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Нациллӗ колорит — вӑл нациллӗ литературӑн, искусствӑн сӑн-сӑпачӗ, илемӗ, ӑш-чикки.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Колорит тенине нациллӗ поэтӑн пултарулӑхӗнчен, сӑвви-юрринчен уйрӑм илсе пӑхма ҫук, вӑл поэт пултарулӑхӗн содержанийӗпе форминче — этем кӗлеткинчи ӳтпе юн пекех; вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрни — этемӗн ӳт-тирне каса-каса пӑрахса, юнне юхтарнӑ пекех.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Колорит вӑл поэт пултарулӑхне нациллӗ тӗс парать, унӑн произведенийӗсен содержанине те, формине те ытти халӑх поэчӗсен произведенийӗсен содержанийӗпе форминчен уйӑрса илме май парать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Колорит» тенӗрен, ҫакна асӑрхаттарас килет: колорит тени, поэт халӑх пурнӑҫне, йӑлисене, ӑс-тӑнне пӗлет пулсан, вӑл хӑех тупӑнать, ун пек поэт «колорит» тупас тесе, хыпса-ҫунса ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӑхӑсӑн — унта чӑваш поэзийӗн колоричӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӑхӑсӑн — унта тем тӗрлӗ рифма.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пӑхӑсӑн — вӑл тӗлӗнмелле илемлӗ, янравлӑ юрӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ку юрӑра, ӑна васкарах вуласа тухсан, нимех те ҫук пек туйӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫулӑх ҫултӑм, тайӑлтӑм, Ҫул куркине эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Таш ташларӑм, тайӑлтӑм, Тӑрлав курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юр юрларӑм, тайӑлтӑм, Юрлав курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кӗрекене тайӑлтӑм, Кӗрӳ курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Такмакларӑм, тайӑлтӑм, Тав куркине эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сак халӑхне тайӑлтӑм, Савӑш курки эп ӗҫрӗм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех