Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Министр пайӑррӑн ҫирӗплетрӗ: асӑннӑ мерӑсене пурнӑҫлама кирлӗ укҫана республика бюджетне туллин хывса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченех МРОТ 19242 тенкӗ таран пысӑкланать, ҫавна май бюджет сферин тивӗҫлӗ йышӗн шалӑвӗ те ҫак виҫелӗх хушӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ҫав шутра 37,9 пин ҫын — Президент указӗсенче палӑртнӑ категорисене кӗрекенсем.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ӗҫ укҫин ӳсӗмӗ патшалӑх тата муниципалитетсен тытӑмӗнчи 70,5 пин бюджетника пырса тивӗ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Прогнозпа килӗшӳллӗн бюджетниксен шалӑвӗн вӑтам виҫи 41679,8 пин тенке ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑл 8,5% хушӑнать, ҫакӑ Чӑваш Енри прогноз шайӗнчи /4,3%/ инфляцирен палӑрмаллах пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Михаил Геннадьевич республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе бюджетниксен шалӑвне инфляцирен пысӑкрах виҫепе ӳстерсе пырасси малашне те тӳрре тухасса шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ҫак йышӑнусене кура бюджетниксене ӗҫшӗн тӳлемелли фонд калӑпӑшӗ 2023 ҫулта 30,7 миллиард тенкӗпе танлашнӑ — 2022 ҫулхинчен 3,8 миллиард тенкӗ пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ӗҫлесе илнӗ вӑтам тупӑш иртнӗ ҫул пӗрре кӑна мар ӳснине кура 34824 тенкӗрен 38450 тенке ҫитнипе пӗрлех указсенче палӑртнӑ категорисен ӗҫ укҫипе ҫыхӑннӑ индикативсене 16% хӑпартассине тивӗҫтернӗ, ҫакӑ инфляци шайӗнчен /7,3%/ чылай пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен бюджет ӗҫченӗсен шалӑвне 6% индексациленӗ, ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине 16242 тенкӗ шайӗнче ҫирӗплетнӗ май бюджетниксен шалӑвӗ 16,9% хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

1-мӗш вице-премьер - финанс министрӗ Михаил Ноздряков палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра бюджет сферин ӗҫченӗсен ӗҫ укҫине ӳстерес тӗлӗшпе тимлӗх пысӑк — регион РФ Президенчӗн 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи указӗсенче палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ҫине тӑрать.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Министрсен Кабинечӗ юнкун ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларура кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен республикӑн патшалӑх учрежденийӗсен ӗҫченӗсен шалӑвӗ пысӑкланассине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Перевозчиксем кӑмӑлламаннине кура вӗсем темиҫе ҫул «пушӑ», апла тӑк муниципалитетсен хушшинчи ҫав маршрутсене пӗтерни халӑха транспортпа тивӗҫтерессине япӑх витӗм кӳмӗ.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Унсӑр пуҫне автобуссен темиҫе маршрутне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Троллейбуссем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химтехникум» чарӑнуран Шупашкарти «Университета», «Иваново» чарӑнуран тӗп хулари «Медицина центрне» тата Чапаев ячӗллӗ ПОна ҫӳрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Ҫакӑ икӗ хула хушшинчи пассажирсен ҫӳревӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Ҫав шутра — Шупашкарапа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 3 троллейбус маршручӗ.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Ҫийӗнчен ҫӗнӗ 4 маршрут уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Вӗсемпе паллаштарнӑ май транспорт министрӗ Максим Петров темиҫе маршрута йӗркелесе тӑракан тарифсем ҫине куҫарассине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Кун йӗркинчи тепӗр ыйту — пассажирсене муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе илсе ҫӳрессине планламалли документа улшӑнусем кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех