Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Каяша турттаракан организаци вӗсене графикпа килӗшӳллӗн килсе пушатса кайсан, контейнерсем пурте кирлӗ пек хупӑнса тӑрсан, ун таврашӗнче усал шӑрш та кӗмӗ, тирпей те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Кил-тӗрешӗнчи ҫӳп-ҫапа пуҫтаракан контейнер, унӑн таврашӗ тирпейлӗ те таса пултӑр тесен чӑн малтан ҫынсен хӑйсен ӑнланулӑхне ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Вӗсене тирпейлӗ касса вутӑ валли те усӑ курма пулать-ҫке…

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Ешчӗке кӗмесен ун йӗри-таврашне ҫӳп-ҫап «полигонӗ» евӗр йывӑҫӑн хулӑн тунисенех, турачӗсене пырса тӑкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Вӗсемшӗн пулсан кил-хуҫалӑхӗнчи, пахчари, садри ӑпӑр-тапӑр, ҫӗр улми, помидор аври, хӑрнӑ йывӑҫ турачӗсем, строительство материалӗсен каяшӗсем тата ытти (сӑн ӳкерчӗкре) те куҫран тасалччӑр.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Мӗншӗн тесен уйрӑмах патшалӑх ҫурчӗсенче пурӑнакан ҫынсен тирпей-илем ыйтӑвӗпе яваплӑх, культура шайӗ ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Мӗншӗн апла-ха?

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Никам та пурӑнман территори пек туятӑн вӗсен умӗнчен иртнӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Унсӑр пуҫне тата куҫа тирӗнекенни, чуна ыраттараканни - ҫӳп-ҫап контейнерӗсен умӗнчи е таврашӗнчи тирпейсӗрлӗх, нӗрсӗрлӗх (ҫаплах калас килет) хуҫаланни.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Ҫу каҫа пӗр хутчен те курӑка ҫулман лаптӑксем, ҫул хӗррисем те пайтах.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Унта та кунта хыт-хура ашкӑрать.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Паян хӑш-пӗр урампа утса ҫӳреме те намӑс.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Шел, хальлӗхе ун пек мар-ха…

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Вӑл ытти ялсемшӗн пур енӗпе те ырӑ тӗслӗх пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Патӑрьел - муниципалитет округӗн центрӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s

Наталья Ковальцова, Хушӑлка ялӗ.

Куҫарса пулӑш

Никам та, нихҫан та ют ҫыннӑн шӑпине пӗр утӑм та иртмест... // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... st-3975964

Эсир пирӗнпе пӗрле пулнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр!

Куҫарса пулӑш

Никам та, нихҫан та ют ҫыннӑн шӑпине пӗр утӑм та иртмест... // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... st-3975964

Сире, Зоя Владимировна, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сунатпӑр!

Куҫарса пулӑш

Никам та, нихҫан та ют ҫыннӑн шӑпине пӗр утӑм та иртмест... // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... st-3975964

Ӗҫ нумай пулсан та, пирӗн героиня питӗ хастар, оптимизмлӑ та савӑнӑҫлӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Никам та, нихҫан та ют ҫыннӑн шӑпине пӗр утӑм та иртмест... // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... st-3975964

Тата вӑл кӳршӗри ватӑ ҫынна, 90 ҫул тултарнӑскере, пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Никам та, нихҫан та ют ҫыннӑн шӑпине пӗр утӑм та иртмест... // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... st-3975964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех