Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Совет салтакӗн чӗри хытнӑ пулин те, унра этем чунӗ пур, унпа фашист салтакӗ ӗмӗрне те танлашма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Пысӑках мар фронтри ӳкерчӗксемпе поэмӑсенче те поэт совет ҫыннин иксӗлми вӑйне ӑнӑҫлӑн уҫса парать.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

«Шӑпчӑк» поэмӑн геройӗ паттӑр танкист Александрович сандр Туринке, мирлӗ вӑхӑтра консерватори студенчӗ пулнӑскер, фашистсен «тигрне» пӗччен чарса лартсан, тавралӑх вӑхӑтлӑха шӑпланнӑ самантра шӑпчӑк юррине итлет, орудисен шавӗ айӗнче те хӑй илемӗпе пысӑк чысне ҫухатмасӑр творчествӑлла пурнӑҫпа пурӑнакан совет халӑхӗ ҫинчен вӑрманта «Шӑпчӑк» ятлӑ юрӑ ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Совет ҫынни унта та хӑй сӑн-сӑпатне, характерлӑ енӗсене ҫухатмасть.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Вӑрҫӑра ҫынна ҫирӗп кӑмӑл, вӑй-хал кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Ҫапӑҫу ӑнӑҫлӑ иртнӗ хыҫҫӑн, мухтама юратсах кайманскер, лафет ҫине ларса, мирлӗ вӑхӑтри хӗрӳллӗ ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн: «Аван та ӗҫлерӗмӗр!» тенӗ пек, хуллен ҫеҫ каласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Акӑ «Пӗр полк ҫинчен хунӑ сӑмах» поэмӑри ватӑ майор-артиллерист, «Пӑва чӑвашӗ», орудисен таврашӗнчен ирччен хӑпса кайманскер, ҫӗре чавма хистесе, ҫамрӑк боецсене: «Юрать хӗре те астума, юрать киле те асӑнма, анчах та юрамасть чакма, хастарлӑ пулӑр!» — тет.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Вӑл хӑйӗн ҫар ӗҫне, чысӗпе ҫӗршыв умӗнчи парӑма пысӑк ответлӑхпа, мирлӗ вӑхӑтра ӗҫленӗ пекех, шанчӑклӑн туса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Совет воинӗ, мирлӗ ӗҫе хӑварса ҫӗршыва сыхлама тухнӑскер, вӑрҫӑра та хӑйӗн хӗрӳллӗ ӗҫне малалла туса пынӑ евӗр туять.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе, пӗр совет халӑхне ҫеҫ тивӗҫлӗ характерӗпе пурӑнать, унра совет обществин типлӑ енӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсен юлташлӑх туйӑмӗ ҫирӗп, вӗсем ҫӗршывпа халӑх шӑпишӗн пуҫ хума та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Апла пулин те, конкретлӑ лирикӑлла герой ушкӑн хушшинче ҫухалса каймасть, йӑлтах урӑхла, унӑн хӑйне евӗрлӗ сӑнарӗ куҫ умӗнчех ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Ҫапла вара вулакансем совет ҫыннисен пӗр-пӗтӗмлӗхне кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Акӑ «Пӗр полк ҫинчен хунӑ сӑмах» поэмӑна поэт хӑйӗн субъективлӑ кӑмӑл-туйӑмӗпе пуҫласа ярать, кайран ҫак кӑмӑл-туйӑм полкри мӗнпур салтаксен шухӑшӗпе ҫыхӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Гитлерла Германи Совет Союзӗ ҫине тапӑннине совет ҫыннисем кашнин тата пурин чысӗнчен, ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗнчен ирсӗррӗн мӑшкӑллани пек йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Историлле ҫӗнӗ тапхӑрта совет ҫыннисем социализм тӗнчишӗн алла хӗҫпӑшал тытса капитализм тӗнчипе кӗрешме, хӑшӗ — хӑшне? текен ыйтава татса пама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Лирикӑлла геройсен сӑнарӗсене автор тарӑн сӑнласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Ухсай Яккӑвӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫырнӑ «Пӗр полк ҫинчен хунӑ сӑмах» (1943), «Шӑллӑм» (1944), «Вырӑс хирӗнче» (1944), «Шӑпчӑк» (1944) произведенисен обществӑлла хакӗ питӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Ҫак шухӑш поэтӑн ку вӑхӑтри пысӑках мар лирикӑлла сӑввисемшӗн те, лиро-эпикӑлла пысӑк произведенийӗсемшӗн те питӗ характерлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Поэт, пӗтӗм совет халӑхӗпе пӗрле, совет ҫӗрне фашист пусмӑрҫисенчен часрах хӑтарас ӗмӗт-шухӑшпа пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Ҫыру чӑваш халӑх чӗринче ӗҫ патриотизмне ҫӗклерӗ, фронтпа тыл ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетрӗ, Ҫӗнтерӳ кунне часрах кӗтсе илес туйӑма вӑйлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухсай Яккӑвӗ // Михаил Сироткин. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 64–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех