Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хастар ӗҫӗпе районта кӑна мар, республикӑра та малтисен ретӗнче пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Порфирий Алексеевич тӑван хуҫалӑхра ӗмӗр тӑршшӗпех механизаторта ӗҫленӗ, таврари ӑста комбайнер пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Вӗсем виҫӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр пӑхса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

1957 ҫулта Аслӑ Ҫӗрпӳел каччипе Порфирий Алексеевич Сапожниковпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Малтан ҫамрӑк Красин ячӗллӗ колхозӑн ферминче сурӑхсем пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратас тесе нумай ӗҫлеме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Темӗнле йывӑр пулсан та хастар хӗр ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерме май ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ача кӑна пулсан та Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Вӑрман касма та тивнӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Няна аппа (ялта ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Анастасия Максимовна Сапожникова апрелӗн 19-мӗшӗнче 95 ҫул тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсем ҫавра ҫулӗсене паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Мероприяти пурин кӑмӑлне те кайрӗ, ҫынсене хаваслӑ туйӑм парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Вӗсене залра ларакансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ, алӑ ҫупса хавхалантарса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Тӗрлӗ тематикӑллӑ, тӗрлӗ жанрсемпе номерсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Шурут вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, Шурут тата Йӳҫ Шӑхаль ялӗсенчи культура ҫурчӗсем, Тутар-Шурут клубӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсемпе ансамбльсем куракансене хаваслӑ юрӑсем парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Вӗсем вӑхӑтӗнче вӑй парса ӗҫлеме те, пушӑ вӑхӑтра чун каниччен канма та пултарнине ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Сцена ҫине тухнӑ вырӑнти артистсем ку тӑрӑхра чӑннипех те юрра-ташша ӑста ҫынсем пурӑннине туллин кӑтартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Ялсен обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакансене Хисеп грамотисем парса чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех