Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫула тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Изосимыч — хӑвӑрт-хӑвӑрт, сӑмаха ҫӑтса калаҫакан ҫинҫе саслӑ вӑр-вар йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Фольклор экспедицине пирӗнпе пӗрле тата преподавателӗн юратнӑ студенчӗсем, факультетран маларах вӗренсе тухнӑ, халӗ тӗрлӗ шкулта ӗҫлекен икӗ специалист — илемлӗ ҫаврака питлӗ Таньӑпа икӗ ҫул салтакра пулнӑ Изосимыч десантник — пыраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пирӗн ушкӑн валли вӗрентекенӗмӗр лайӑх майсем туса пачӗ: маршрут палӑртса хунӑ, вырӑнти пуҫлӑхсемпе телефонпа ҫыхӑнса килӗшӳ тунӑ, студентсем валли меллӗ условисем хатӗрлеме хушнӑ, экспедици ушкӑнӗ валли ҫул ҫинче ӗҫпе тӑкакланма университетран нухрат та ҫырӑнса илме пултарайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫамрӑк вӗри юн инҫетри чӑвашсем патне кайса курма хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Халиччен те Христос тӗнне йышӑнман чӑвашсем ҫав тӑрӑхра ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ тесе калани пирӗн асра тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Аякра пурӑнакан чӑвашсем ун чухне пирӗншӗн аваллӑха упраса пурӑнакан, чӑвашӑн асамлӑ пурнӑҫне шалтан пӗлекен, чӑваш халӑхӗн философине тӗплӗн ӑнланакан йӑхташсем пек туйӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпир, ҫирӗм виҫӗ студент, килӗшрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ну мӗнле, килӗшетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Ачасем, — утӑм хӑвӑртлӑхне чакармасӑрах хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ вӑл, — эпӗ сире Самар, Пушкӑрт, Оренбург чӑвашӗсем патне экспедицие кайса килме чӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Аудиторие Виталий Петрович васкаса пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпир те халь-халь тухса кайма хатӗрлентӗмӗр, анчах ӑҫта каймалла?

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кашни ҫулах ҫапла тухса каяҫҫӗ студентсем, Чӑваш Республикинче ял-ял тӑрӑх ҫӳресе ӑста чӗлхеллӗ ватӑ ҫынсене калаҫтарса ӗлӗк-авалхи халӑх юрри-сӑввине, халап-юмахне ҫырса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫакӑн пирки пире вӗрентекенсем хытарсах каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пирӗн тӗллев — халӑх сӑмахлӑхне пӗр хулӑн тетрадь пухасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ку ҫуллахи практика шутланать, унсӑрӑн иккӗмӗш курса куҫармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпир, Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультечӗн студенчӗсем, пӗрремӗш курс хыҫҫӑн фольклор экспедицине кайма хатӗрлентӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Камран та пулин ху вӑйлӑрах пулсан айван ҫынна кӳрентерме юраманни ҫинчен асӑмра юлнӑ ҫӑкӑр чӗлли асӑрхаттарсах тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫак тӗрӗс мар ӗҫ-пуҫ халӗ те, вӑтӑр ҫул ытла иртсен, намӑслантарать мана, ҫынна хирӗҫ усал ӗҫ тума юраманнине аса илтерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ӑша ҫунтарса тӑракан намӑс вучӗ тинех тухса ӳкнӗн туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех