Çĕннисем
Пирӗн Верховнӑй Главнокомандовани, ҫарсене кӗске вӑхӑтра хатӗрлесе ҫитерсе, ҫанталӑк начаррине пӑхмасӑрах нимӗҫсене хирӗҫ пӗтӗм вӑтаҫӗр фронт тӑршшӗпе, январӗн иккӗмӗш ҫуруйӑхлӑхӗнчен кая юлмасӑр, анлӑ наступлени пуҫласа яма йышӑнчӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Черчилль вара Совет Союзӗн Генералиссимусӗнчен И. В. Сталинран хӑвӑрт пулӑшу ыйтрӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Гитлеровецсен тӗп вӑйӗсем пирӗн енчи фронтра пулнӑ пулин те, нимӗҫсем 1944 ҫул вӗҫӗнче Арден патӗнче пысӑк мар вӑйсемпех контрнаступлени тума тытӑнсассӑн, Англипе Америка ҫарӗсем хӑйсене хӑйсем те сыхлаймарӗҫ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ вара — Совет Союзӗ фашистла Германие татӑклӑнах ҫӗнтернӗ тата империализмла Японие аркатса тӑкнӑ тапхӑр.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Анчах кун хыҫҫӑн та вӑрҫӑ йывӑрлӑхӗсене пӗтӗмпех Совет Союзӗн пӗччен тӳсмелле пулнӑ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Совет ҫарӗсем хӑватлӑ та хӑвӑрт наступлени пуҫласа ярсан тин, Совет Союзӗ пӗччен, хӑйӗн ҫарӗсемпе ҫеҫ пӗтӗм Европӑна ирӗке кӑларасран хӑраса ӳксе, США-па Англи Хӗвеланӑҫ Европӑна хӑйсен ҫарӗсене кӗртмелле тӑваҫҫӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Черчилль Европӑна Балкан урлӑ пырса кӗресшӗн пулнӑ, ҫапла вӑл фашизма пӗтересшӗн мар, Балкан ҫӗршывӗсенчи халӑхсен ирӗке тухассишӗн пынӑ кӗрешӳне путарса лартасшӑн пулнӑ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Чӑннипе ку иккӗмӗш фронт уҫассине каярах та каярах хӑварса пымалли сӑлтав ҫеҫ пулнӑ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Вӗсем ялан Ҫурҫӗр Африкӑра тата Вӑтаҫӗр тинӗс таврашӗнчи ҫапӑҫусене иккӗмӗш фронт пек кӑтартасшӑн пулчӗҫ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Совет халӑхӗн чи усал тӑшманӗ Черчилль, тӗрлӗ монополистсемпе ҫар начальникӗсем — Маршалл, Эйзенхауэр т. ыт. те Англипе Америка ҫарӗсене Ламанш урлӑ каҫарасшӑн мар пулнӑ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Фашизма тӗппипех аркатса Германие ирӗке кӑларасси, ҫавӑн пекех империализмла агрессипе фашизм йӑви пулса тӑнӑ ытти ҫӗршывсене тасатасси, ҫав ҫӗршывсенче тӗпренех демократилле улшӑнусем тӑвасси, паллах, Америкӑпа Англи империалисчӗсен планне кӗмен.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Иккӗмӗш фронт уҫассине саботажласа пырас политика Америкӑпа Англи империалисчӗсем Совет Союзне вӑрҫӑра вӑйсӑрлатса хӑварса, ӑна нумай вӑхӑтлӑха аслӑ та хӑватлӑ держава пулмалла мар тума, ҫапла вара унӑн пуласлӑхӗ Америка Пӗрлешӳллӗ Штачӗсемпе Великобритани ирӗкӗнчен ҫеҫ килмелле тума тӑрӑшнине пӗлтерет.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
1941, 1942 тата 1943 ҫулсенче вӗсемпе Германи хушшинче сепаратнӑй мир тӑвас пирки калаҫусем пынӑ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
США-ра тата Англире влаҫра тӑракансем, хӑйсен союзникле обязательствисене таса кӑмӑлпа пурнӑҫлас вырӑнне, виҫӗ ҫул хушши иккӗмӗш фронт уҫмасӑр саботаж туса пурӑнчӗҫ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Ҫапла вара фашистла ҫӗршывсен блокӗ арканса кайрӗ, вӑрҫӑ Германи ҫӗрӗсем ҫине куҫрӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Сталин юлташ кӑтартнӑ пек вунӑ ҫӗрте тӑшмана аркатуллӑн пырса ҫапни фашистла захватчиксене Совет Союзӗн ҫӗрӗсем ҫинчен хуса кӑларнипе, Польшӑн, Чехословакин, Югославин пысӑк пайӗсене ирӗке кӑларнипе, Румыни, Болгари тата Финлянди капитуляци тунипе, пирӗн ҫарсем Венгри ҫӗрӗ ҫине кӗрсе кайнипе вӗҫленчӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Тинӗс-Ҫар Флочӗ вӑл вӑхӑтра Совет Ҫарне Ленинград патӗнче, Карелире, Крымпа Днепр шывӗн сылтӑм енчи Украинӑна, Хӗвеланӑҫ Украинӑпа Прибалтикӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте хытӑ пулӑшрӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Сталин юлташӑн генилле стратегиллӗ планне пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа, Совет Ҫарӗпе Тинӗс-Ҫар Флочӗ вунӑ ҫӗрте нимӗҫсен фашистла ҫарӗсене аркатса тӑкрӗҫ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
1944 ҫул Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа историне Совет Союзӗ гитлерла Германие хирӗҫ ҫапӑҫса тунӑ татӑклӑ ҫитӗнӳсен ҫулӗ пулса кӗрсе юлчӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
1944 ҫулхи январьте совет ҫарӗсем Ленинградпа Новгород патӗнче нимӗҫ фашисчӗсен ҫарӗсене аркатса тӑкрӗҫ, ҫапла вара Отечественнӑй вӑрҫӑн ҫӗнӗ, виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ тапранса кайрӗ.