Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ура тӑрантарать мана.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ҫук, начальник те мар эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Мӗнле начальник, тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ҫапла, ӗҫӗ манӑн ӳпкелешмеллех мар.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Мӗншӗн тесен, шӑпа тени манран ытлашшиех кулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ҫук, хуйхӑрмастӑп.

Уншӑн кулянать тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Пӗчӗк калав та «ҫуратаймарӑм» — пиҫмерӗ манран писатель, пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Анчах ҫук…

Ҫаксем ҫинчен эпӗ ҫырасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

…Унтанпа ҫирӗм ҫула яхӑн иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ун пек чухне вара хама хам ҫырана кӑларса пӑрахнӑ пулӑ халлӗнех туяттӑм: кӑкӑр хӗсӗнсе сывлӑш питӗрӗнетчӗ, читлӗхрен вӗҫсе тухасшӑн ҫатӑлтатакан кайӑк пек талпӑнса, пӑчӑртанса-ыратса чун-чӗре тапатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Пурте, пурте аса килетчӗ, манӑҫми тӗлӗк евӗр тухатчӗ куҫ умне.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Юр ирӗлнӗ ирӗлменех, ешӗл курӑкпа витӗннӗ сӑрт ҫамкинче лапталла вылянисем; сӗрен чуптарса улӑха лаша яма кайнисем; кӑмпа-ҫырлана ҫӳренисем; чечек-курӑклӑ ҫаранта, месерле выртса, куҫсем ыратичченех тӑрӑ, кӑн-кӑвак тӳпене сӑнанисем; урана хӑмӑлпа чиктерсе, вырса пуҫтарнӑ уй-хир тӑрӑх ҫиле хирӗҫ ӗрӗхсе ыткӑннисем; васан уҫса хуткарап иштернисем; шкула ҫӳренисем; пӗрремӗш хут хӗр тутине астивнисем.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ир тӑрсан та, каҫ выртсан, та тӑван кӗтес, тӑван тавралӑх аса килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Чылай ҫӗрте пулма тӳр килчӗ — лайӑххине те, начаррине те куртӑм — анчах та тӳрех калатӑп: пурӑнни мар ютра, асапланни.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Кашни йывӑҫ, кашни ҫырма-ҫатра, кашни сукмак хаклӑ кунта маншӑн, чуна ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Таҫта та ҫитрӗм кӗске ӗмӗрӗмре, темле илемлӗ кӗтес илӗртӗвне те туйса сисрӗм, анчах та хамӑр чӑваш ҫӗршывӗ пек хитрине ниҫта та тупаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Яланлӑхах, ӗмӗрлӗхех ҫекӗл ятӑм, кӑвапапа ҫыхӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Тен, ҫавӑнпах пулӗ, ҫуралса ӳснӗ вырӑнтан хӑпаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех