Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Эппин унӑн лайӑх енӗсене, типлӑ енӗсене кӑтартмалла!

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Сӑмахран, Кольцовкӑри Сталин ячӗпе тӑракан колхоз — паянхи пур колхозсемшӗн те — типичнӑй паха тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Апла пулсан, очеркистӑн тивӗҫӗ — паянхи пурнӑҫшӑн типичнӑй ҫынсемпе ӗҫсене суйласа илесси.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Ҫавӑнпа унти обрӑзсене вулакан типичнӑй образсем тесе йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Очерк — художествӑллӑ произведени.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Старик образне очеркран кӑларса пӑрахас пулсан, схема кӑна тӑрса юлнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Ҫапла вара Иван Дормидонтовичпа Петр Филиппович — схемӑлла образсем кӑна, вӗсем калаҫкалани те вырӑнӗ-вырӑнӗпе ытлашши вӑрӑм е тата тырӑ акса тума вӗрентекен инструкци евӗрлӗрех пулса тухать, йӑлӑхтарма тытӑнать, ирӗксӗрех вара леш старик калаҫнине итлес килсе каять (ара, ытла лайӑх калаҫать-ҫке!).

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Анчах тӗп герой пулассисем пирӗн куҫран ҫухалаҫҫӗ, вӗсене хӑвӑртах манатӑн, мӗншӗн тесен автор вӗсен сӑнарӗсене малтанхи ӑсталӑхпа ӳкермест, тӗрӗссипе каласан, хӑй те вӗсене старике килӗштернӗ чухлех килӗштереймест.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Чӑнах та, старикӗ чӗрӗ, вулакана курӑнсах тӑрать, интереслентерет, ун ҫинчен татах вуласа пӗлес килет.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Анчах — ҫук, ятсӑр старик вӗсене иккӗшне те хупласа хурать: ҫак старик сӑнарне автор ытарайми юратса сӑрлать, ун ҫинчен калани очеркӑн ҫуррине йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Апла пулсан, вӗсем пысӑк вырӑн йышӑнмалла ӗнтӗ, вулакана чӗррӗн курӑнмалла, хавхалантармалла.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Ҫавӑнпа та очеркри тӗп геройсем Иван Дормидонтовичпа Петр Филиппович пулмалла пек.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

«Вырӑс пӳртӗнче» очеркра писатель колхозниксен патриотизмне, вӗсем хӑйсен личнӑй интересӗсене манса, пӗрлешӳллӗ ӗҫшӗн, ҫӗршыв хӑватне ӳстерессишӗн тӑрӑшнине кӑтартас тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Тӳрех калас, Уяр хӑйӗн очеркӗсене ҫырнӑ чух художествӑллӑ приемсемпе туллин усӑ курнӑ, анчах хӑшпӗр чухне вӑл, илемлӗ форма хыҫӑн хӑваласа, очеркӑн тӗп тӗллевне манма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Очеркист, Горький калашле, «фактран унӑн тӗп шухӑшне пӑчӑртаса кӑларма» тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Очеркист, романист е калавҫӑ пекех ирӗклӗн мар пулин те, художествӑллӑ приемсемпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курать: вӑл хӑй суйласа илнӗ типичнӑй явленисем ҫинчен кӑна ҫырать, ыттисене, очеркра кирлех маррисене, пӑрахса хӑварма та пултарать; автор хӑйӗн геройӗсен ик-виҫ сӑмахӗнченех вӑрӑм монологсемех тума ирӗклӗ, анчах вӑл монологсем герой каланӑ тӗп шухӑшран тухса тӑччӑр; автор диалогсемпе хӑшпӗр событисене (вӗсем историлле событисем мар пулсан) хӑйне кирлӗ пек куҫарса лартать; геройӑн шухӑш-кӑмӑлне «витӗр курса», ӑна тӗплӗн кӑтартать; очерка хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ персонажсене те хушма пултарать тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Вулакан, паллах, очеркра ҫырса кӑтартнисем тӗрӗс фактсемех пулнине ӗненесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Тата «Лавраҫ пичче, Каҫҫан пичче, Эрхип мучи» тесе кӑна асӑннӑ ҫынсем — чӑн пурнӑҫри ҫынсемех-ши?

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Автор «Мӑрсиел», «Кругловка» ялӗсене астутарать пулин те, кун пек ялсем ӑҫтине пӗлме хӗнтерех вара.

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Ӑҫта, хӑҫан пулса иртеҫҫӗ унта асӑннӑ ӗҫсем?

Куҫарса пулӑш

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех