Çĕннисем
ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, ЧР Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова, Федераци налук службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ертӳҫи Николай Гусев, ЧР контрольпе шутлав палатин председателӗ Светлана Аристова, Федераци казначействин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый хутшӑннипе иртнӗ ҫак анлӑ ларура вырӑнти тата республика хыснисен кӑҫалхи 6 уйӑхри кӑтартӑвӗсем, налук саккунӗсене федераци шайӗнче улшӑну кӗртни, вӗрентӳ тытӑмӗнче укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессине лайӑхлатасси, суд акчӗсене муниципалитетсенче пурнӑҫлассин чӑрмавӗсем тата ытти ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
Елчӗкре — финанс министерствин анлӑ ларӑвӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b0%d1%80a/
Иртнӗ эрнере Елчӗкре Чӑваш Республикин Финанс министерствипе министерство ҫумӗнчи обществӑлла канашӑн пӗрлехи анлӑ ларӑвӗ иртрӗ.
Елчӗкре — финанс министерствин анлӑ ларӑвӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b0%d1%80a/
Пухура Николай Малышкин хӑйне ЧНКн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗн ӗҫӗнчен хӑтарма ыйтнине шута илнӗ, ун вырӑнне Кушкӑри вӑтам шкул учительне Анна Портновӑна суйланӑ.
Вырӑнти уйрӑмӑн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %d1%82yce/
Валерий Леонидович вырӑнти хастарсене — Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулти вӗрентекене Надежда Хушкинӑна, Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗн культорганизаторне Наталия Муллинӑна Хисеп хучӗсемпе чысланӑ, библиотекӑна конгресӑн 30 ҫулне халалланӑ «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» кӗнекине парнеленӗ.
Вырӑнти уйрӑмӑн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %d1%82yce/
Унӑн ӗҫне ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев тата конгресӑн Ваттисен канашӗн ертӳҫи Василий Федотов хутшӑннӑ.
Вырӑнти уйрӑмӑн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %d1%82yce/
Елчӗкри тӗп вулавӑшра Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗн пухӑвӗ иртнӗ.
Вырӑнти уйрӑмӑн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %d1%82yce/
«Сиплев ӗҫӗ» специальноҫа алла илме хатӗрленекенскер, тӗп больницӑнах ӗҫлеме килес кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен вӑл тӗллевлӗ направленипе вӗренет.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
Чӑваш Енри «Волонтер-медиксем» обществӑлла организацин регионти координаторӗн ҫумӗ хӑйне лайӑх енчен кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
Пиллӗкмӗш курс студенткине Дарья Спиридоновӑна нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4-мӗш курс студенчӗсем — Владимир Леонтьевпа Мария Ефимова хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне пытараймарӗҫ: — Обходра пациентсене тӗрӗсленӗ тапхӑра хутшӑнтӑмӑр, анализсен кӑтартӑвӗсене хакларӑмӑр, диагноз лартма та тӑрӑшрӑмӑр.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
Пулас сывлӑх хуралҫисем 1-мӗш курс хыҫҫӑнах теори пӗлӗвӗсене специалистсен практикӑлла опычӗпе пуянлатаҫҫӗ.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
Сывату учрежденийӗнче анестезиологипе реаниматологи, педиатри, терапи, хирурги профилӗсем никӗсленнӗрен те практикантсем ҫулла йышлӑн килеҫҫӗ кунта.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
Елчӗкри тӗп больницӑра ҫулсеренех аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе колледжсенчи студент-медиксем практикӑра пулаҫҫӗ.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
Кӑҫал тата экологи культурин тата ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе тирпейлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнине асра тытса ку енӗпе тата сахал мар ӗҫ пурнӑҫлама палӑртнӑ: тавралӑха симӗслентерес тӗллевпе йывӑҫ-тӗм нумай лартасшӑн, кӳлӗсемпе пӗвесене тасатасшӑн.
Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/
Хальхи вӑхӑтра кунта Патӑрьелӗнчи «Стройкомфорт» ОООри строительсем 2 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула вак чул сарассипе тимлеҫҫӗ.
Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/
Ун хыҫҫӑнах округ центрӗнчен чылай аякра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Тӳскел ялӗнче иккӗмӗш объекта йышӑнма черет ҫитет.
Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/
Нумаях пулмасть округри ятарлӑ комисси членӗсем «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективӗ хутшӑннипе пурнӑҫланӑ Анатри Тимеш ялӗнчи 402 метр инҫӗшне тӑсӑлакан тата Тип Тимешри (170 метр) ҫулсене вак чул сарнине йышӑнчӗ.
Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/
Маларах вӗҫленӗ хӑш-пӗр объектсенчи ӗҫсен шутне Ӗнел тата Тӳскел ялӗсем хушшинчи ҫакӑнса тӑракан, Аслӑ Елчӗк урамӗнчи ҫырма урлӑ каҫмалли кӗперсене юсани, Елчӗкпе Каркалар ялӗсенчи масар картисене ҫӗнӗрен тытса ҫавӑрни, Ҫӗнӗ Тӳскел ялӗнче урама ҫутӑ вырнаҫтарни тата Таяпа Энтринчи Анаткас урамӗнчен пуҫласа ял масарне ҫитиччен, Арманкас урамӗнчи пӑралуккана вак чул сарни кӗреҫҫӗ.
Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/
— Энтепе ялӗнче ача-пӑча площадки туни, хӑтлӑх кӗртни.
Пурнӑҫа хӑтлӑх кӳресси — малти вырӑнта // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %82%d0%b0/
— Патреккел ялӗнче скважина чавни тата шыв башни вырнаҫтарни;
Пурнӑҫа хӑтлӑх кӳресси — малти вырӑнта // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %82%d0%b0/


