Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Ун чухне ҫамрӑклах окоп чавма Куславкка патӗнчи Энтрипасар ялӗ патне ҫӳренӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Хӑрушӑ вӑрҫӑ вӑхӑчӗ ун пурнӑҫӗнче манӑҫми йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

«Эпӗ 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элменкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫӑмӑлах пулман манӑн. Мӗн пӗчӗкрен колхозра ӗҫленӗ. Хуракасси шкулӗнче 7 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри учительсем хатӗрлекен училищӗне каяс килетчӗ манӑн, анчах анне ямарӗ, ӗҫлемелле терӗ», - иртнине аса илет Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Ку хутӗнче Зоя Васильевна ВАСИЛЬЕВА каласа панисене хут ҫине куҫаратӑп, хаҫат урлӑ вулакансене паллаштаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Эпӗ ял историне тӗпчесе ҫамрӑк ӑру валли ҫырса хӑварма тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Акци малалла пырать, ыттисене те хастар хутшӑнма чӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Пурте хавхаланса, усӑ кӳме пултарнӑшӑн савӑнса, яваплӑха туйса ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Шӗнерпуҫ ялӗнчи «Вӑрҫӑра пуҫне хунӑ паттӑр ял ҫыннисене» обелиск таврашне юртан тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Ҫак эрнере «Хӗвел ачисем» тимурсен отрячӗ «Обелиск» акцине пуҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Кӗскен каласан, ҫулталӑкӗпех тирпей-илем кӗртессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Кӗрлӗ-ҫурлӑ ҫулҫӑсемпе ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ, хӗлле юр хыраҫҫӗ, митингсем вӑхӑтӗнче караулта тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Октябрьскинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем Тӑван ҫӗршыв аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ асӑну вырӑнӗсене яланах пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Ҫӗршыв историйӗнче юнпа ҫырӑнса юлнӑ тапхӑра ҫитӗнекен ӑру валли палӑксемпе обелисксем упраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Ҫав пулӑмсене хутшӑннӑ, вӗсене паянхи кун асра тытакан ҫынсем ҫукпа пӗрех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Вӑрҫӑ ҫулӗсем инҫерех те инҫерех юла пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Куракансене те асӑннӑ мероприяти хӑйне евӗрлӗ те усӑллӑ кану, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Эпир вӗсене саламлатпӑр!

Куҫарса пулӑш

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Ӑмӑртура телей ҫӑлтӑрӗ вӗсемшӗн ҫуталчӗ - ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех