Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кире пуканӗ йӑтса арҫынсенчен Владимир Калашниковпа Максим Мышкин ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Хӗрарӑмсем хушшинче вара Тӑманлӑ Выҫли ялӗн команди чи маттурри пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Пляж волейболӗнче арҫынсен командисем хушшинче «Урожай» (Шурут ялӗ) командӑна ҫитекенни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

«Тукай» тата «Сова» командӑсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Мини-футболла выляса «Тинькофф» команда 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Кӑмӑл тӑвакансем тӗрлӗ ӑмӑртусене, спорт вӑййисене хаваспах хутшӑнчӗҫ, малти вырӑнсене тухакансем хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Акатуй нихӑҫан та спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмест.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Малалла сцена ҫине художествӑлла пултарулӑх коллективӗсем, культура ӗҫченӗсем, ача-пӑча пултарулӑх коллективӗсем тата уйрӑм юрӑҫсем тухса хӑйсен юрри-ташшипе уява хаваслӑх кӗртрӗҫ, куракансене лайӑх кӑмӑл парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Ҫавӑн пекех агропромышленноҫ комплексӗнче вӑй хуракан чылай ӗҫчене нумай ҫул ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑшӑн, ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тӗрлӗ наградӑсем парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Округа аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ, тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан ӗҫченсене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» юбилейлӑ медальпе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранне Георгий Киргизова тата РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен генерал-майорне Руслан Феткулина «Комсомольски муниципаллӑ округӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Ӗҫре чи пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ентешсене ҫӳллӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Уява килнӗ хаклӑ хӑнасем те пуҫтарӑннисене Акатуй тата Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, телей, ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене, уйрӑмах агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсене, ака ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑн вӗҫленӗ ятпа саламларӗ, пуян тухӑҫ илме, пур ӗҫре те ҫитӗнӳсем тума сунчӗ, тӑван ене аталантарма хӑйсен тӳпине хывакан ентешсене чӗререн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Чӑвашсен хӑйне евӗр культурине кӑтартса паракан «картишсенче» хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫӗпе сӑйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Концерт программи пуҫланиччен вӗсем ал ӑстисен ӗҫӗсемпе, тӗрлӗ темӑллӑ площадкӑсемпе, территори уйрӑмӗсем хатӗрленӗ «картишсемпе» интересленсех паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Уява хаклӑ хӑнасем те килсе ҫитрӗҫ, ҫав шутра: муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Степанов, Комсомольски муниципаллӑ округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ район пуҫлӑхӗ Альберт Рахматуллин, муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем тата ытти чӗннӗ хӑнасем.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Ҫак кун ирех кунта суту-илӳ вырӑнӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравӗсене вырнаҫтарчӗҫ, тӗрлӗ енлӗ тематика лапамӗсем, ача-пӑча валли аттракционсем уҫӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Кӑҫал пирӗн района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине кура юбилейлӑ мероприяти питӗ анлӑ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Иртнӗ шӑматкун ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ пирӗн округра иртрӗ, Комсомольскинчи вӑрман уҫланкине халӑх йышлӑн пуҫтарӑнса кӑмӑл туличчен савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех