Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Сӗрен ачисем хушшинче сунарҫӑ пулсан, вӑл пӑшал йӑтса тухнӑ, хушӑран сывлӑша пӑшалпа пенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Хӑшӗсем шатӑрмасем вырӑнне аллисене пушӑсем (чӑпӑрккасем) е тимӗр питлӗхсем илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Вӗсене шатӑрма, шатӑрмак, ҫатӑрмак, ҫатӑрка е ҫатӑркан тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Тата вӗсен аллисенче йывӑҫран тунӑ хытӑ сас кӑларакан хатӗрсем (трещоткӑсем) пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Пилешпе шӑлан хуллисене ҫамрӑк ачасем сӗрен умӗн пӗр кун маларах вӑрмантан е ҫырма-ҫатрасенчен касса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Мӗншӗн тесен вӗсем усал-тӗселсене хӑратакан йывӑҫсем шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Усалсене хӑвалама сӗренҫӗсен кашнин аллинче пилеш е шӑлан хуллисем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Хӗрсемпе хӗрарӑмсене сӗренте ҫӳреме юраман.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Ял пӗчӗккӗ пулсан сӗрен ачисем пӗр ушкӑнпа ҫӳренӗ, аслӑ пулсан – темиҫе ушкӑна пайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Унсӑр пуҫне вӗсен хушшинче апат тата сӑра пуҫтараканни, сӗрен ачисене сыхлаканни, хулӑсем йӑтса пыраканни, шӑпӑр е купӑс калаканни пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Хӑш-пӗр ялсенче сӗрен ачисене ҫар званийӗсене панӑ: полковник, подполковник, майор, капрал, казак тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Пӗрне старшина тунӑ, иккӗмӗшне – писарь, виҫҫӗмӗшне – староста, тӑваттӑмӗшне – сотник, пиллӗкмӗшне – десятник.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Сӗрен ачисем те хӑйсен хушшинче пуҫлӑхсем суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Вӗсенчен чи ваттине «сӗрен пуҫӗ» е «сӗрен пуҫлӑхӗ» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Йӑлана тӗрӗс тытмашкӑн тата вӗрентсе пымашкӑн вӗсемпе пӗрле авланнӑ арҫынсем тата ватӑ мучисем те тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Вӗсене «сӗрен ачисем» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Сӗрен хӑвалама яланах арҫынсем – авланман яшсем тата ҫамрӑк ачасем тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Кӑнтӑр Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем сӗрене ӗлӗк те, халь те Аслӑ Мӑнкун иртсен тунти кун ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Кӗскен каласан, кашни тӑрӑхра сӗрене чӑвашсем хӑйсен календарьне пӑхӑнса йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Сӗрене чӑвашсем пур ҫӗрте те пӗр кунта ирттермен, хӑшӗсем ӑна Мӑнкун умӗн шӑмат кун (Мӑнкун каҫ), теприсем Мӑнкунта (вырсарни кун), хӑшӗсем Мӑнкун хыҫҫӑн тунти кун, хӑшӗсем ҫу кунӗсем ҫитсен, Учук умӗн, Ҫимӗкре е Питрав кунӗ умӗн ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех