Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫанталӑк ӑмӑр, сулхӑнрах пулсан та округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлес, агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Утӑ, сенаж хатӗрлеҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/06/28/%d1%83%d1%8 ... %ab%d3%97/

Эпир те выпускниксене пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх хастаррӑн та мал ӗмӗтлӗн утма, мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫа кӗртсе пыма сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкулпа сывпуллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Ӗнерхи шкул ачисен пурнӑҫӗнче халӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Шкулпа сывпуллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫавӑн пекех Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ выпускниксене саламланӑ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума, муниципаллӑ округ чысне ҫӳлте тытма суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулпа сывпуллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Шкул пӗтернӗ ятпа вӗсене шкул директорӗ Евгений Савельев ӑшшӑн саламланӑ, аттестатсем панӑ, чи маттур вӗренекенсене медальсемпе хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулпа сывпуллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчен кӑҫал 30 ача вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулпа сывпуллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Нумаях пулмасть районти шкулсенче сывпуллашу каҫӗсем иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулпа сывпуллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫамрӑксем хаваспах тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Уяв дискотекинче хаваслӑ кулӑ, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм иксӗлми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Унта тӗрлӗ номинацисенче «Радуга» ача сачӗн воспитателӗ Диля Зинятуллина, уйрӑм предприниматель Олег Кашкаров, Комсомольскинчи тӗп больницӑн акушер-гинекологӗ Ирина Тяканова, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ Петр Порядков, «Асаново» ЯХПКн ферма заведующийӗ Эльза Таркина, «Мишар» халӑх ансамблӗн ертӳҫи Ильнар Хисамов тата Николай Чернов мала тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫавӑн пекех «Ҫулталӑкӑн чи лайӑх ҫамрӑк специалисчӗ — 2024» муниципаллӑ конкурсра мала тухнисене дипломсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Уявра «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ тӑвасси» федераллӑ проектпа килӗшӳллӗн тирпей-илем кӗртмелли объектсемшӗн сасӑлассине активлӑ хутшӑннӑ ҫамрӑксене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

«Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче пултарулӑх тата спорт енӗпе аталанма тӗрлӗ майсем, креативлӑ шухӑшсем, интереслӗ паллашусем пулччӑр. Сире активлӑ та хастар, ӗҫчен те мал ӗмӗтлӗ пулма сунатпӑр. Телейлӗ те уҫӑ чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та сисӗмлӗ пулӑр», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫак кун Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Ку уява 1993 ҫулта официаллӑ мелпе ҫирӗплетнӗ, ҫавӑнпа та ӑна чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри теме те пулать.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Июнӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне уявлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/

Ирина Самарина, клиент службин тӗп специалист-эксперчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле эпир йӑлт тӑваятпӑр // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bf%d3%9 ... %91%d1%80/

Ҫитес кунсенче ҫӗнӗ тӗлпулусем пулӗҫ, пурне те хутшӑнма йыхравлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле эпир йӑлт тӑваятпӑр // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bf%d3%9 ... %91%d1%80/

Хутшӑну центрӗ малашне те хӑйӗн ӗҫне тӑсать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле эпир йӑлт тӑваятпӑр // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bf%d3%9 ... %91%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех