Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кунта туйӑм капланнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем чылайрах, кашни йӗркерех юратакан ҫын чӗри тапни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

«Йӳҫӗ пыл» ярӑмри сӑвӑсем экспресси тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ шайра тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Вӑл — ҫепӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Вӑл улталама пултараймасть, чееленмест.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Чи малтанах уҫҫӑн сисӗнекен туйӑм — лирикӑлла геройӑн чун тасалӑхӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Диалектикӑлла туйӑм юратупа туслӑх ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсенче те палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Герой кулленхи хирӗҫӳсене лайӑх курать, ӑнланать, йывӑрлӑхсемпе кӗрешме чӗнет («Ҫӑлтӑрсем шӑранса выртаҫҫӗ», «Уҫланкӑра», «Рэнди Брюс», «Ҫилсем алхасаҫҫӗ»).

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Лирикӑлла герой философийӗ — диалектикӑлла философи.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Айдаш сӑввисен лирикӑлла геройӗ пурнӑҫ ҫине тарӑннӑн пӑхма тӑрӑшать, хӑй кун-ҫулне этемлӗх кун-ҫулӗпе танлаштарса виҫет («Чӑнлӑх вучӗ», «Шӑпах тӑрса, тӑнлатӑн чӗрене» сӑвӑсем).

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Тӑван ҫӗршыва ӑнланса юратни ҫын ҫӗршыв гражданинӗ пулнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Чӑн, ҫакӑнтан пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ҫакӑнтан пуҫланмасть-и Тӑван ҫӗршыв?

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Умра тус-тантӑшсен, ял-йышӑн чыслӑ ӗҫӗ, Умра выртатӑн эс, ытарайми ҫӗршыв.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

…Туятӑп: кӑкӑра тулать, тулать пӗр вӗҫӗм Ыраш сӗткенӗпе пылланӑ хир шӑрши…

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ӗлккен сӑн-сӑпатна хавхаланса сӑнатӑп, Чӗре хӑпартланать, курса вӑй-хӑватна.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Кунҫулӑм иртнӗҫем эп ытларах саватӑп, Ачалахӑм сӑпки, ҫуралнӑ ҫӗр, сана.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Айдаш кӗнекинчи сӑвӑсем вара чылайӑшӗ туйӑм ҫивӗчлӗхӗпе» шухӑш тарӑнлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Поэт хӑй чӗрипе туйман, художник куҫӗпе курман япаласем ҫинчен ҫырмасть, мӗншӗн тесен чун сӑмахӗ пулман сӑвӑ йӗрки никама та килӗшме, тыткӑна илме пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

«Тӗлпулу» — пӗчӗк ҫеҫ кӗнеке, анчах унта автор пурнӑҫӑн нумай енне кӑтартма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ҫӗнӗ тӗлпулу!

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех