Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Иккӗмӗш пысӑк хуйхӑ вӑрҫӑ паян-ыран пӗтес чух килсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Ишеке «хӑват кӑтартакан турамӑш икконне» пуҫҫапма та, унти «чӗрӗлӗх паракан ҫӑлкуҫӗнчен» шыв илме те ҫӳрерӗ вӑл, анчах пӗтсе ҫитнӗ ҫынна юмӑҫ-тухатмӑш таврашӗ те, Ишек турри те ҫӑлаймарӗҫ — сывалми чирлӗ ашшӗ виҫӗ-тӑватӑ уйӑх асапланса выртсан ҫӗре кӗчӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Тухатмӑш тустарать, юмӑҫ юстарать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Чиркӳре ҫурта лартса та, тӗрлӗ юмӑҫ-тухатмӑш патне ҫӳресе те нумай тӑккаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Урине инке ӑна сыватасшӑн мӗн кӑна тумарӗ пуль!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Вӑл вилме кӑна таврӑннӑ-мӗн…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Хальхинче питӗ йывӑр аманнӑ Петӗре, контузи пулнӑскерне, ҫур ҫул госпитальре выртнӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Ҫухалнӑ ашшӗ сасартӑк тупӑнчӗ: вӑл, йывӑр аманнӑскер, фашистсен аллине лекнӗ пулнӑ, тыткӑнран тухса тарсан, икӗ ҫул тӑшман тылӗнче, Белоруссире, партизансемпе пӗрле ҫапӑҫнӑ, каллех суранланнӑ та, ӑна самолетпа Мускава ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Чӑн-чӑн пысӑк хуйхӑ вӗсене вӑрҫӑн виҫҫӗмӗш ҫулӗнче килсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Чун уҫмалӑх ырӑ саманчӗсем те унӑн чиркӳре кӑна пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Амӑшӗ ӑна пӗчӗклех ӗҫе вӗрентрӗ: пилӗк-ултӑ ҫулхи Тоня ҫулла пахчара, хӗлле — пӳрт-ҫурт таврашӗнче тӑрмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Ачан пӗр пек кичем те тертлӗ пурнӑҫӗнче пӗр ырӑ кун та пулмарӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Унӑн ачалӑхӗ йывӑр вӑхӑтра, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, иртсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Ҫавӑнтанпа вара вӑл амӑшӗпе пӗрле вырсарникунсерен чиркӗве ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Пӗрремӗш хут «турӑ ҫуртӗнче» пулса курни Тоня асӗнче, чӗринче питӗ тарӑн йӗр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Анчах ӑҫтан тавҫӑрса илтӗр-ха ӑна пилӗк ҫулхи ача?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Христос тӗнӗ пуҫланнӑранпах, вунтӑхӑр ӗмӗр хушши, чиркӳ хӑй тавра мӗнпур искусствӑсен — поэзин, музыкӑн, живопиҫӗн, архитектурӑн, театрӑн пултаруллӑ вӑйӗсене хӑй тавра пӗтӗҫтерсе тӑма, ҫав вӑйсемпе тӗттӗм халӑх ӑсне минретсе пурӑнма тӑрӑшнӑ; вӑл ҫавна тума пултарнӑ та…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Вӗсем хӑйсене хӑйсем ҫак асамлӑ туйӑмпа улталаман пулсан, ҫакӑнта килсе ҫӳремен те пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Ҫак самантра вӗсенче «леш тӗнчере» ырӑ курас шанӑҫ, ку тӗнчери мӗнпур асап-инкеке мантаракан сӑваплӑ канӑҫ, чун канӑҫӗ, ҫуралнӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Хуйхӑпа аманнӑ чунсем ҫак ҫӗршер ҫуртапа, лампадӑсемпе, ылтӑн-кӗмӗл турӑшсемпе йӑлтӑртатса-ялкӑшса ларакан храмра мӑнаҫлӑ та килӗшӳллӗ гимнсем янӑранӑ чух хӑйсем ҫине «турӑ сывлӑшӗ аннине туйнӑ», сӑваплӑ кӗлӗре вӗсем шанӑҫ та, манӑҫ та, канӑҫ та шыранӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех